Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Республикăри чи лайăх дружинник - Элĕкрен

Шалти ĕçсен органĕсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри вăл - обществăна шанчăклăхпа тивĕçтересси тата граждансене пулăшасси. Çак ĕçре полици сотрудникĕсене çынсемпе пĕр тĕвве çыхаканни ирĕклĕ халăх дружини пулса тăрать те.  Хăйсен ирĕкĕпех пĕр ушкăна пĕрлешнĕ çынсем районти право хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрле йĕркелĕхе сыхлаççĕ, преступленисене уçса пама пулăшаççĕ. Кулленхи ĕçре пысăк пулăшу кÿреççĕ те вĕсем.

Чăваш Республикинче, сăмахран, паян кашни районтах ирĕклĕ халăх дружинисен обществăлла организацийĕсем йĕркеленнĕ. Çак йышра пурĕ 449 çын тăрать. Вĕсем участок уполномоченнăйĕсемпе, патрульпе пост службин ĕçченĕсемпе, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕсемпе кулленех рейдсене тухаççĕ. Дружинниксем хутшăннипе кăçал республикăра 25 преступление уçса панă.

 Элĕкри «Хурал» обществăлла организаци те йĕркелĕхе сыхлас ĕçре  районти полици сотрудникĕ- семпе юнашарах. Çакна иртнĕ кунсенче асăннă обществăн командирĕ Э.Вонифатьев республика шайĕн- чех çирĕплетсе пачĕ. Чăваш Енри чи лайăх дружинника палăртассипе иртнĕ республика конкурсĕнче Эрик çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Тупăшу хĕрÿ иртнĕ. Конкурса 21 çын хутшăннă.

 - Ăмăрту çивĕч иртессине ра- йонта çĕнтерÿçĕ пулса тăрсанах палăртрĕç. Обществăлла йĕркелĕ- хе сыхлассипе çыхăннă саккунсене лайăх «шĕкĕлчемеллине», çавăн пекех Раççей Федерацийĕнчи ытти саккунсене те пĕлмеллине асăрхаттарчĕç. Паллах, сахал мар литература вуласа тухма тиврĕ. Конкурсăн тепĕр тапхăрĕ вăл - инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу парасси пулчĕ. Ку енĕпе те хатĕрленме тивнине пытармастăп, - каласа парать Эрик Александрович. Дружинник ятарлă йĕркене пăхăнса кĕске вăхăтрах пулăшу кÿнĕ çынна. Ку енĕпе комисси членĕсен ун тĕлĕшпе нимĕнле ÿпкелешÿ те пулман.

Çавăн пекех дружинниксен çан-çурăм пиçĕхлĕхне, вăй-халне те тĕрĕсленĕ. Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче ĕçлекен, республикăри тĕрлĕ шайри ăмăртура çĕнтерекен Эрик Александровичăн кăмăлне вуçех те хуçман ку тĕрĕслев. Черетлĕ тапхăрта та чи пысăк балсем пуçтарнă. Пневматика пăшалĕпе тĕл перессипе те ăна çитекенни тупăнман. Çапла майпа республикăра пĕрремĕш хут ирттернĕ «Чи лайăх дружинник» ята Элĕксем çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна - Çĕрпÿсем, виççĕмĕш вырăна Вăрмарсем тухнă. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Александр Смирнов çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысланă.  

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 декабря 2018
11:54
Поделиться