Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Иккĕшĕ те 1-мĕш вырăнта

Çак кунсенче Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче регионсем хушшинчи тата республикăри конкурссен лауреачĕсен «Фестивальсен ярмăркки» пĕтĕмлетÿ концерчĕ пулса иртнĕ. Элĕк район чысне Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Валинкке» фольклор ушкăнĕ хÿтĕленĕ. «Асамлă сцена» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă. Унсăр пуçне регионсем хушшинче иртекен «Сĕм авалхи уявсем» конкурсра та лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Çакна та каласа хăвармалла. «Валинкке» халăх фольклор ушкăнĕ çумĕнчи «Çеçпĕл çеçкисем» ачасен ушкăнĕ те республикăра иртекен «Туссем, алла-аллăн тытăнар!» конкурсра çĕнтерме пултарчĕ. Пĕрремĕш вырăн йышăнса 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçрĕ.



АУ «Редакция Аликовской районной газеты «Пурнăç çулĕпе»
21 декабря 2018
10:54
Поделиться