Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче Чăваш чĕлхи эрнине инçет мелпе ирттернĕ

Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче  Чăваш чĕлхи эрнине инçет мелпе ирттернĕ

Кашни çулах ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне уявлама хăнăхнă. Çак уява палăртма шкулта кашни çулах чăваш чĕлхи эрнине ирттеретпĕр. Кăçалхи çул вара ку уява паллă сăлтавсене пула урăхларах ирттерме тивет. Инçет мелпе уроксем ирттерме хăнăхрăмăр, апла пулсан ыттине те тума хăнăхмалла. Çапла вара чăваш чĕлхи эрнине те инçет мелпех ирттерсе пăхрăмăр.

2020 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш чĕлхипе литературине инçет мелпе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» онлайн конференци ирттерчĕ.

ZOOM хушăм урлă йĕркеленĕ ĕçлĕ калаçăва Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен 100 çын хутшăнчĕ. Çак конференцие Чăваш Сурăм шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Петрова А.Г. та хутшăнчĕ, «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине «Сетевой город. Образование» система урлă йĕркелесе пырасси» темăпа калаçрĕ.

.Инçет вĕренĕвĕн лайăх тата япăх енĕсене палăртса этнокультура вĕренĕвĕн кафедри ертÿçи Анна Егорова конференци ĕçне пĕтĕмлетрĕ, малашнехи ĕçсене палăртрĕ.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, мĕн пур чăваша Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» пĕрлештерчĕ. Пĕрисем радио-телевизор, теприсем Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайлсене итлесе хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç.

Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  – 2020» акцие активлă хутшăнчĕç. Диктанта 7-11-мĕш класра вĕренекенсем 24 ача, пĕр вĕрентекен тата пĕр амăшĕ çырма кăмăл тунă.  Вĕсенчен «5» паллă илме 6 çын, «4» паллă илме 13 çын, «3» паллă илме 6 çын тивĕç пулчĕç.

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ака уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акци ирттерчĕ. Акцие хутшăнакансен чăваш чĕлхи ҫинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео ҫине ӱкерсе илмелле те #эпĕчăвашлакалаҫатăп хештегпа Интернетри хутшăну тетелĕсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла пулнă. Ку акцие хутшăнакансем 8-мĕш класри Игнатьева А, 6-мĕш класри Филиппова Камиллăпа Карина, 6-мĕш класри Тихонова С. тата чăваш чĕлхи верентекен Петрова А.Г. пулчĕç. Вĕсен ĕçĕсене  #эпĕчăвашлакалаҫатăп (Facebook) ссылкăпа кĕрсе пăхма пулать.

Çавăн пекех вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунне халалланă сăн ÿкерчĕксемпе те савăнтарчĕç. Сăн ÿкерчĕксене тума ачасем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те хутшăнни уйрăмах савăнтарать.

Чăваш чĕлхи кунĕ кашни чăваш ачишĕн пысăк та пĕлтерĕшлĕ уяв пултăр. Яланах чăвашла юратса калаçар, вĕренер, юрлар, ташлар! Тăван чĕлхене пĕтме парар мар!



27 апреля 2020
16:43
Поделиться