Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔРИ-ФРОНТРА ÇАПĂÇНĂ, ТЕПРИ - ТЫЛРА ВĂЙ ХУНĂ

Пĕри-фронтра çапăçнă, тепри - тылра вăй хунă

Германин хĕç-пăшаллă çарĕ 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче СССР çине вăрçăпа тапăнса кĕнĕ. Çавна май пирĕн çарсем тата тылри пĕтĕм халăх тăшмана хирĕç çапăçăва çĕкленнĕ. Вăрçăра пысăк çухатусем тÿснĕ пулин те Совет çарĕ усал та ирсĕр тăшман çарне 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче хăйсен тĕп йăвинчех парăнтарнă. Унтанпа çул хыççăн çул хыçа юлчĕ. Çĕнтерÿпе киле таврăннă фронтовиксемпе тылра пиçĕхнĕ ветерансем халĕ питĕ сайра пирĕн хушăра. Пĕрисем, вăрçă суранĕсене пула иртерех куç хупрĕç, теприсем ватăлса çут тĕнчерен уйрăлчĕç. Пурăнакансенчен ытларахăшĕ вара 88-90 çултан иртнисем. Вулакансене эпĕ паян вĕсенчен пĕринпе паллаштарасшăн.

Элĕкрен тăват-пилĕк çухрăмра, çурçĕр-хĕвелтухăç енче,  вырнаçнă та Йăлкăш ялĕ. Унăн пĕр çухрăма тăсăлакан сарлака урамĕ варринче тарăнах мар çырмара йăмрасем  ÿсеççĕ, унтах пĕвесем те пур. Урам анатран тăвалла хăпарса пынă та Элĕк-Шупашкар автотрасса патнех çитнĕ. Автобус чарăнăвĕпе юнашарах асфальт сарнă урама кĕрсен сылтăм енчи иккĕмĕш пÿртре пурăнать иккен эпĕ шыракан Елизавета Антоновна Данилова.

Хыр пĕренесенчен купаланă çурт тул енчен те, шал енчен те илемлĕн курăнса ларать. Ытти хуралтăсем те килĕшÿллĕ. Вĕсене пĕтĕмпех 1968 çулта, мăшăрĕпе пĕрлешсен çирĕм çултан çĕнетсе лартнă. Таса, тирпейлĕ çуртра пурăнма та лайăх. Пĕтĕм ĕç-пуçа Лисук кинемейĕн аслă хĕрĕ Эльвира йĕркелесе пырать. Сентябрь вĕçĕнче 94 çула çитет тесе шутлама та май çук ку кинемей çинчен: пĕчĕк кĕлетки кукăрăлман, хăлхи начартарах илтет пулин те куçĕсем çивĕч-ха, куçлăхсăрах район хаçатне вулать, телекуравсене те пăхать. Ăс-тăнĕ те çирĕп-ха, иртнĕ çулсене манман.

- Эпĕ çак ялтах, урам пуçламăшĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн малалла райцентра çÿреме палăртнăччĕ, анчах та вăрçă пуçланни ĕмĕте улăштарчĕ. Çамрăклах ĕçе кÿлĕнме тиврĕ. Хĕллехи кунсенче Тури Панкли, Тури Выла тата Çĕмĕрле çывăхĕнчи вăрмансенче хамран аслă хĕрсемпе мĕн чухлĕ йывăç касса вутă хатĕрлемен-ши?

Эпир пурте пĕрле кар тăрса вăй хунă. Пире: «Пĕтĕмпех фронта валли! Пĕтĕмпех Çĕнтерÿшĕн!» лозунг хавхалантарнă. Вăрçă хыçăн фронтовиксем яла таврăнма пуçларĕç. Хамран икĕ çул аслăрах Михаил Данилов та вăрçăран сывах çаврăнса çитрĕ. Унпа эпир тепĕр виçĕ çултан çемье вучахне чĕртрĕмĕр. Эпĕ - колхозăн уй-хир бригадинче, упăшка районти шкулсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăмăр.  Пире хамăр çуратса ÿстернĕ ачасем хавхалантарсах пычĕç. Хĕрĕсем çемьеллĕ пулчĕç, ывăлăмăр вара Совет çарĕнчен таврăннă хыççăнах йывăр чире кайрĕ те 21 çултах ĕмĕрĕ вĕçленчĕ, - йĕпеннĕ куçне шăлчĕ ватă çын.

Вăрçă çулĕсенче пĕр Йăлкăш ялĕнчен кăна 86 çамрăк арçын фронта кайнă: вĕсенчен 49-шĕ çапăçусенче вилнĕ е хыпарсăр çухалнă, 37-шĕ çеç каялла таврăнма пултарнă. Вăл шутра Михаил Никитич Данилов та.

Вăрçă тухнă çул Михаил Данилов комсомолец - 17-ри хитре каччă. Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнăскер малтанах ялти колхоз ĕçĕсене çÿренĕ, тепĕр çулхине вара ăна та фронта ăсатнă. Хĕрлĕармеец кĕнекинчен çакă паллă: вăл 6-мĕш гварди çарĕн 254-мĕш стрелоксен дивизине кĕнĕ 776-мĕш стрелоксен полкĕнчи сержант-пулеметчик, каярахпа 3-мĕш гварди çарĕн 1034-мĕш артиллери полкĕнчи санинструктор. Пĕр çапăçура ентеш хулран аманнă. Вăрçă хыççăн, 1948 çулхи кĕркунне, Михаилпа Елизавета пĕр-пĕрне чунтан юратса мăшăрланнă, ача сасси те илтĕнме тытăннă. 1951 çулта Михаил Данилов Хусанти патшалăх университет студенчĕ пулса тăнă, 1956 çулта вара унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă, алла диплом илнĕ. Малтанах Михаил Никитича Канаш районĕнчи Ачча шкулне янă, анчах та çемьеллĕ çын кунта çулталăкран мала ĕçлеймен, чунĕ тăван тăрăхах, çемье патне туртăннă. Чăваш Сурăмĕнче тăватă çул, Мăн Ямашри сакăр çул вĕренмелли шкулта - çичĕ çул, Крымсарайкка вăтам шкулĕнче вунă çул физикăпа географи, ĕçпе черчени тата физкультура урокĕсем ирттернĕ. Хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă вĕрентекенĕн пыр ракĕ аталанса пынă. Питĕ шел, 74-ри учитель-фронтовикăн кун-çулĕ 1998 çулта сÿннĕ. Мăшăрĕпе хĕрĕсем, тăванĕсемпе ял çыннисем, шкулсенчи педагогсемпе унăн вĕренекенĕсем Михаил Никитича яланах асра тытаççĕ.

Геннадий САВЕЛЬЕВ.



27 апреля 2020
13:29
Поделиться