Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПУРНĂÇА ЛАЙĂХЛАТМА МАЙ ПАРĔ

Апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикине 2020-2024 çулсенче аталантармалли программăна пурнăçа кĕртес енĕпе канашлу иртнĕ. Программăна РФ Правительстви апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.

- Чăваш Республикине аталантармалли программăна мĕнле тĕллевпе тунă?

- 2019 çулхи апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче ун чухнехи премьер-министрĕ Дмитрий Медведев РФ Патшалăх Думинче Правительство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă. Вăл кая юлса пыракан регионсене пулăшас тĕллевпе хушма мерăсем йышăнмаллине палăртнă. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ 10 регион йышне Чăваш Ене те кĕртнĕ.

- Регионсене пулăшма мĕнле мерăсем йышăннă?

- РФ Экономика аталанăвĕн ун чухнехи министрĕ Максим Орешкин регионсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерсе аталану программи хатĕрлеме хушнă. Унта инфратытăма çирĕплетме, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем тума май паракан мероприятисене кĕртме, республика бюджетне пуянлатма тата регионти çитменлĕхсене пĕтерме пулăшакан проектсем хатĕрлеме сĕннĕ.

- Чăваш Ене кая юлса пыракан регионсен йышне мĕншĕн кĕртнĕ?

- Пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех тупăш илекенсем тĕлĕшпе республика 2018 çулта Раççейре 71-мĕш (Атăлçи окургĕнче - 12-мĕш) вырăнта пулнă, укçа тупăшĕ енĕпе 54-мĕш вырăнта. Инвестицисен тĕлĕшпе 79-мĕш (округра - 13-мĕш) вырăнта тăнă, ĕçсĕррисен йышĕпе 39-мĕш рете аннă.

- Чăваш Республикине аталантармалли программăра мĕн шута илнĕ?

- Программăна пурнăçа кĕртмешкĕн 5 миллиард та 50 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă, вĕсенчен 5 миллиард тенки - федераци укçи. Çуллен 1-ер миллиард тенкĕ уйăрĕç. Программа республика экономикин кăтартăвĕсене ÿстерме, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, социаллă сферăна аталантарма тата регионта пурăнмашкăн лайăх условисем туса пама тивĕç. Унпа килĕшÿллĕн экономикăна аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртме, пысăк предприятисен ĕçĕ-хĕлне вăйлатма, çĕнĕ инвесторсене илĕртме тĕллев лартнă. Республикăра çĕнĕ инвестици лапамĕсем йĕркелеме палăртнă, Çĕрпÿ районĕнче «Хĕрлĕ ту» технопарк, Патăрьел районĕнче агропромышленноç паркĕ, Çĕнĕ Шупашкарта «Таса сывлăш» экопарк, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата Сĕнтĕрвăрринчи предприятисенче «brownfield» мелпе тунă промышленноç технопаркĕсем. Вĕсене тумашкăн 2022-2024 çулсенче 1,2 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Çак проектсем 2400 ĕç вырăнĕ йĕркелеме, шалăва 50 процент ÿстерме май парĕç.

- Пирĕн республикăна укçа уйăрса парассинче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн тÿпи пур-и?

- РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухне Олег Алексеевич парламент ларăвĕсенче те, правительство членĕсемпе тĕл пулнă чухне те регионсен пурнăçне пĕр шая хăпартас тĕллевпе федераци бюджетĕнче укçа уйăрмаллине темиçе хут та палăртнă. РФ Промышленноçпа суту-илÿ министрĕпе Денис Мантуровпа тĕл пулсан Олег Николаев укçа уйăрмалли уйрăмлăхсем çинчен калаçнă. Çакăн хыççăн Чăваш Ене чи малтан укçа куçарса пама йышăннă. Олег Алексеевич каланă тăрăх, ку пулăшу республика экономикине вăйлатма, социаллă пурнăçне лайăхлатма май парĕ.   

Алексей КРЯЖИНОВ

хатĕрленĕ.



27 апреля 2020
13:31
Поделиться