ЯЛАНАХ ЯНРА, ЧĂВАШ ЧĔЛХИ!

Чĕлхе вăл - халăх чунĕ. Хăйне хисеплекен кирек хăш халăх та тăван чĕлхине хисеплет. Вĕренекен чăвашла вулатăр, пĕр-пĕринпе хутшăнакан чăвашла калаçтăр.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче - Чăваш чĕлхи кунĕ. Ăна шăпах  чăваш çырулăхне никĕсленĕ, чăваш халăхне çутта кăларнă, Чĕмпĕр шкулне никĕсленĕ Иван Яковлевич Яковлева халалланă. Республикăра Чăваш чĕлхи кунне 1992 çултанпа ирттереççĕ.

Çавна май çулсеренех унпа çыхăннă тĕрлĕ акци, мероприяти йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ апрелĕн 20-25-мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерессине пĕлтернĕ.

Эпĕ чăвашла калаçатăп

Хăш чухне ялсене ĕçпе кайсан ачасем пĕр-пĕринпе вырăсла хутшăннине илтме пулать. Шкулсенче те чăваш ачисемех нумайăшĕ вырăсла калаçма тăрăшаççĕ. Анчах та вĕсен йышĕнче чăвашла калаçакансем те пур.

Вĕсенчен пĕри -  Мăн Вылă шкулĕнче вĕренекен Анастасия Андачкова. Саккăрмĕш класра вĕренекенскер чăвашла таса калаçать. Вăл чăвашла сăвăсем те вулама юратать. «Мана К.Ивановăн «Нарспи» поэми питĕ килĕшет. Ытти чăваш çыравçисен хайлавĕсене те юратсах вулатăп, сăввисене те çăмăллăнах вĕренетĕп. Килте хамăн çывăх çынсемпе эпĕ чăвашла калаçма тăрăшатăп. Чăваш чĕлхине пысăк вырăна хуратăп, мĕншĕн тесен вăл атте-анне панă чĕлхе. Вăл пуян, илемлĕ, çепĕç, - каласа парать хĕрача. - Унсăр пуçне эпир кукамайпа тĕрĕ тĕрлетпĕр. Вăл мана хĕресле тĕрлеме вĕрентрĕ. Ăна Алина Семенова тесе чĕнеççĕ. Эпĕ кĕçĕн класра чухнех тĕрлеме пуçларăм. Мана питĕ килĕшет. Эпир чăваш тĕррине те эрешлетпĕр».

Анастасия Андачкова кĕнекесемпе те туслă, ал ĕçĕ тăвассипе те ăста. Тĕрлĕ конкурса, фестивале хутшăнма ÿркенмест. Иртнĕ кĕркунне, сăмахран, вăл Çеçпĕл Мишши 120 çул тултарнине халалланă сăвă вулакансен «Çеçпĕл сасси ян кайтăр инçете» конкурсĕнче хутшăннă. Малти вырăна йышăннă.

 Чăваш тĕрри - чăваш культурин пуянлăхĕ

Мĕн авалтан чăваш тĕрри,

Хĕвеллĕ, хÿхĕм çав тери.

Унта тăван ял-йыш сасси,

Хирти ака-суха касси.

В.Давыдов-Анатри çырнă сăвă йĕркисем аса килеççĕ алла чăваш эрешлĕ ал ĕçне тытсан. Мĕнле илемлĕ-çке, черчен вăл чăваш тĕрри. Хальхи вăхăтра чăваш культурине сыхласа хăварассипе нумай тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Хамăр районта культурăна аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялсенче ал ĕçне тăвакансен шучĕ те пысăк. Уйрăмах чăваш тĕрри-эрешне кăмăллакансене палăртас килет. Вĕсенчен пĕри Хирлеппуç клубĕн заведующийĕ Вера Петрова. Вăл хăйĕн кирек епле ĕçĕнче те чăваш эрешĕпе усă курать.

«Хам культура ĕçченĕ пулнă май чăвашсен мĕн авалтан пынă юрри-ташшине, тумĕсене уйрăмах кăмăллатăп. Ĕлĕкхи вăхăтра хĕрарăмсем, сăмахран, сурпан сырнă. Шурă кĕписене, саппунĕсене, тутăрĕсене тĕрленĕ. Халĕ çакна çĕнетни лайăх. Сцена çине чăваш тумĕпе тухакан артистсене курсан чун савăнать», - палăртать Вера Петровна.

Вăл ытларах вĕтĕ шăрçапа ĕçлет. Тĕрлĕ пиçиххи, масмаксем, кăкăр çине çакмаллисем, тĕрĕсем тата ытти те ун алли витĕр тухса «чун илеççĕ». Вĕсене ал ĕç ăсти чăваш эрешĕсĕмпе капăрлатать. Кашни япали çинче чăвашлăх туйăмĕ палăрать.

 

А.СИЛИВЕСТРОВА.



27 апреля 2020
13:30
Поделиться