Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«ДЕНЬ ПОБЕДЫ» ЮРĂ ЧĂВАШЛА ЯНĂРАНĂ

«ДЕНЬ ПОБЕДЫ» ЮРĂ ЧĂВАШЛА ЯНĂРАНĂ

«День Победы» юрă чăвашла янăранă

Федерацин Атăлçи округĕнче «Наш День Победы» («Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ») юрă марафонĕ пырать. Вăл тĕрлĕ регионти юрăçсене пĕр пысăк коллектива пухать. Музыка ансамблĕсем «День Победы» юрра (кĕвви - Давид Тухмановăн, сăмахĕсем - Владимир Харитоновăн) хăйсен наци чĕлхисемпе шăрантарса эстафетăна пĕрне-пĕри параççĕ.

Майăн 6-мĕшĕнче вăл чăвашла янăрарĕ. Клипа «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсен регионсенчи эфирĕсенче, çавăн пекех халăх сечĕсенче кăтартĕç.

Видеоролика Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнче, Çар мухтавĕн музейĕнче, Трактор тăвакансен культура керменĕнче ÿкернĕ. Юрра шăрантарма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн, Чăваш патшалăх филармонийĕн артисчĕсем, «Соловушки» хор тата «Классика» юрă капелли, «Живи и помни» ансамбль, паллă юрăçсем хутшăннă.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер юрă сăмахĕсене чăвашла куçарнă.



08 мая 2020
10:39
Поделиться