Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ФЕЛЬДШЕР ĔÇĔПЕ ВĔРЕНĔВЕ ШАЙЛАШТАРАТЬ ПУЛАС ТУХТĂР

ФЕЛЬДШЕР ĔÇĔПЕ ВĔРЕНĔВЕ ШАЙЛАШТАРАТЬ ПУЛАС ТУХТĂР

Фельдшер ĕçĕпе вĕренĕве шайлаштарать пулас тухтăр

Медицина ĕçченĕн профессийĕ кирек хăçан та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна паянхи тĕнчери лару-тăру та тÿрремĕнех çирĕплетсе парать. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшакансемшĕн çынсен пурнăçне çăласси кулленхи яваплă та йывăр ĕç шутланать. Ку чухне вара çынна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парасси васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшакан фельдшерсем çине тиенет. Апрелĕн 28-мĕшĕнче вĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç.  Кулленех районти васкавлă пулăшу уйрăмĕнчи тăватă фельдшертан тăракан икĕ бригада çула тухать. Нумай çул тăрăшакан пысăк опытлă ĕçченсеме пĕрлех паян ку тытăмра çамрăксем те пулни савăнтарать-ха. Вĕсенчен пĕри - Тури Выла ялĕнче çуралнă Дмитрий Ермаков.

Калаçу пуçламăшĕнчех çÿллĕ те çутă сăнлă каччă васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшакан фельдшерăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртать. Чирлĕ çынна васкавлă та тивĕçлĕ пулăшу панă чухне професси ăсталăхĕпе пĕрлех медицинăри тĕрлĕ специальноç вăрттăнлăхĕсене пĕлни пĕлтерĕшлĕ иккен. Ахаль чĕлхепе каласан, фельдшерăн терапевт та, хирург та, педиатр та, акушер-гинеколог та пулмалла-мĕн.

-  Нумай чухне çынсем пирĕн ĕçĕн тĕп тĕллевне ăнланмаççĕ. Васкавлă пулăшу уйрăмĕн фельдшерĕсем чирлĕ çынна сиплемеççĕ, эпир çăлакансем тата пурнăçпа сывлăх умне хăрушлăх тухса тăрсан пĕрремĕш пулăшу паракансем. Сăмахран, çын сывлайми пулса ларнă. Пулăшу панă хыççăн ÿте хĕрлĕ тĕс çапрĕ, вăл пĕр тикĕс сывлама пуçларĕ пулсан эпир хамăр ĕçе пурнăçланă, - ăнлантарать Дмитрий Николаевич. - Енчен те нимĕнле улшăну та пулмасан вара сиплев учрежденине илсе каятпăр. Хăшĕ-пĕри вара пире киле чĕнсе илсен те мĕнле сипленмеллине палăртма ыйтать. Мĕнле эмелпе сывалмаллине вара тухтăр çеç палăртать.

23-ри яш-кĕрĕмпе сăмахланă май çамрăкăн пурнăçри çул-йĕрне Оксанăпа Наташа аппăшĕсем палăртма пулăшнине ăнланатăп. Пĕртăвансем медицина колледжĕнче пĕлÿ илнĕ чухне Дима Ураскилтри вăтам шкул сукмакне çеç такăрлатнă-ха. Канмалли кунсенче те аппăшĕсем анатоми, биологи тата ытти предметсемпе килте практика ĕçĕсене хатĕрленнĕ чухне пĕрре мар вĕсемпе кĕнекесене, ытти вĕренÿ пособийĕсене тишкернĕ. Çапла ытларах та ытларах кăсăкланса кайнă медицина енĕпе. Аслă классенче хăй те сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ пулассине çирĕппĕнех палăртнă.

Ураскилтри вăтам шкултан 11-мĕш класран тухсан Шупашкарти медицина колледжне сиплев ĕçĕн специальноçĕпе вĕренме кĕнĕ Д.Ермаков. Иккĕмĕш курсра чухне унăн салтак ячĕ тухнă.  Академи отпускне çырса яш-кĕрĕм çар ретнех тăнă. Свердловск облаçĕнчи типçĕр  çарĕсене лекнĕ вăл. Çамрăка тÿрех отделени командирĕ пулма вĕренме яма суйласа илнĕ. Çурçул вĕренÿ центрĕнче пĕлÿ илнĕ вăл. Ун хыççăн Алтай крайĕнчи Алейск хулинче взвод командирĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлать кĕçĕн сержант. Унпа пĕрлех хăй пулас тухтăр пулнине асра тытса сывлăхĕ хавшама пуçланă юлташĕсене те тивĕçлĕ сĕнÿ-канаш парса сывалма пулăшать. Çартан таврăнсан вĕренĕве малалла тăсать. Кунпа пĕрлех теорипе практикăна саплаштарас, сывлăх сыхлавĕн ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлес тесе Çĕнĕ Шупашкарти пĕр больницăри васкавлă пулăшу уйрăмне фельдшера вырнаçать. Çакăн чухне ĕнтĕ пуçласа хăй мĕнле яваплă ĕç суйласа илнине ăнланса илет. Тин çеç ĕçлеме пуçласан нумай хваттерлĕ çуртăн тăваттăмĕш хутĕнчен ÿкнĕ çынна пулăшу панине, икĕ эрнери кăкăр ачин аллергие пула пурнăçĕ умне хăрушлăх тухса тăнине ĕçтешĕсемпе пĕрле сирнине тата пĕçĕ шăмми хуçăлнă 95-ри ватă патне кайнине паянхи пекех ас тăвать.  Унтанпа вара пурнăçпа вилĕм хушшинче тăракан çынна çăлса хăварнă самантсем пĕрре мар пулнă.

Медицина енĕпе ятарлă вăтам пĕлÿ илнипех çырлахса ларма шутламан   Дмитрий. Колледжран вĕренсе тухсан аслă пĕлÿ илес тĕллевпе Чăваш патшалăх университечĕн  медицина факультетне сиплев ĕçĕн специальноçĕпе вĕренме кĕнĕ.

- Тулли кăмăлпах вĕренетĕп. Уйрăмах анатоми, биологи тата гистологи предмечĕсем чуна çывăх. Халĕ çĕршыв-ра коронавирус сарăлнăран лекцисем дистанцилле майпа иртеççĕ, кунсăр пуçне ăс-хакăла ÿстерме хамăрăн та килте сахал мар ĕçлеме, тĕрлĕ литература шĕкĕлчеме тивет-ха, - калаçăва тăсать медик-студент. Çав вăхăтрах халĕ те вĕренĕве ĕçпе саплаштарса пыма май тупать. Канмалли кунсене Тури Вылана килет-ха Д.Ермаков. Ку чухне ытти чылай çамрăк пек вăхăта «сенкер экран» е  компьютер умĕнче иртермест. Пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнчен шăматкунпа вырсарникун районти васкавлă пулăшу уйрăмĕнче фельдшерта тăрăшать. Тунтикун вара ир кÿлĕмех Шупашкара васкать.

Кăçалхи март уйăхĕнчен вара Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче те ĕçлеме пуçланă.

Канма вăхăт та юлманнипе кăсăкланатăп та.

- Ĕçлени мана вĕренÿре пулăшса çеç пырать-ха. Пушă вăхăт пирки калас пулсан, тупкалама тăрăшатăп-ха ăна. Кун пек самантсенче кĕлетке пиçĕхлĕхне ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăратăп. Вăхăт ытларах пулнă пулсан, юлташсемпе  тĕл пулăттăм, - тăсать калаçăвне çамрăк.

Сăмаха вĕçленĕ май Дмитрий Ермакова тухтăрсен тĕп пахалăхне палăртма ыйтатăп. Пĕр самантлăха шухăша каять-ха 23-ри çамрăк.

- Ман шутпа, çак профессие суйланисен тĕп пахалăхĕ - çынсене юратни. Унсăрăн медицинăра ĕçлеме те кирлĕ мар! Кашни çынпах тÿсĕмлĕ пулмалла. Юн илнĕ чухне те макăракан, кăшкăракан пĕчĕк ачаран пуçласа, вăл е ку эмел ятне виçĕ-тăватă хутчен каласан та асра тытса юлайман ватă çын таранах. Çынсене хисеплетĕн, чăн-чăн тухтăр пулатăн, - хăйĕн шухăшне палăртать пулас тухтăр.

Çынсене çăласси - васкавлă пулăшу уйрăмĕн ĕçченĕсен кулленхи ĕçĕ, ăна паттăрлăхпах танлаштарма пулать. Çавăнпа та хăш чухне пирĕн фельдшерсене тивĕçлипех хаклама вĕренмелле. 



08 мая 2020
10:37
Поделиться