ВĂРÇĂ ВЕТЕРАНĔСЕНЕ АДРЕСЛĂ ПУЛĂШУ ПАНĂ

ВĂРÇĂ ВЕТЕРАНĔСЕНЕ АДРЕСЛĂ ПУЛĂШУ ПАНĂ

Вăрçă ветеранĕсене адреслă пулăшу панă

Ĕнер РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов тимленипе районти вăрçă ветеранĕсене валли Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне парнесем килсе çитрĕç.

Кунашкал адреслă пулăшусем кашни çулах йĕркеленеççĕ. Майăн 9-мĕшĕ ячĕпе кашни ветеран патнех саламсем тата парнесем илсе çитереççĕ. Пандеми тапхăрĕнче çак пулăшусем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Акă, Хуравар ялĕнче пурăнакан Валентина Нестеровна Васильевăна та майăн 7-мĕшĕнче Николай Маловăн пулăшаканĕсем, Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев парне парса тав сăмахĕсем каларĕç. Çавăн пекех депутатăн саламлă çырăвне те вуласа пачĕç.

Николай Малов палăртнă тăрăх, чи малтанах пулăшу аслă ăрури çынсене кирлĕ. Ун ячĕпе килнĕ апат-çимĕç пуххисене çак кунсенчех вырăнти ял тăрăхĕн органĕсем ытти ветерансем патне те илсе çитереççĕ.   



08 мая 2020
10:39
Поделиться