Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăçал та янăрать шăнкăрав, анчах онлайн...

Тепĕр темиçе кунран районти мĕнпур шкулта юлашки шăнкăрав янăрĕ. Çакă уйрăмах кăçал ачалăхпа сыв пуллашса пурнăçăн анлă çулне тухакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ-çке. Çак пулăма 9-мĕшпе 11-мĕш классенче пĕлÿ илнисем кĕтнипе пĕрлех вĕсен ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенĕсен чĕринче те хумхану çуратать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, юлашки шăнкăравра кашни вĕренекенех уяв тумне тăхăнать, шкул пĕтерекенсене ырă сунса чылай сăмах калать, вĕсемшĕн юрласа ташлать. Çапла майпа ачасемшĕн пурнăçри чи йывăр вĕренÿ çулĕ вĕçленнишĕн савăннине, унпа пĕрлех пĕр-пĕринпе сыв пуллашма вăхăт çитсе пынишĕн куляннине палăртать.

2020 çула кĕнипе пĕрлех тĕнчере коронавирус пандемийи сарăлни çынсен пурнăçне хăйне евĕрлĕ тÿрлетÿсем кĕртрĕ.

Иртнĕ эрнере вара Раççей Федерацийĕн Наукăпа аслă пĕлÿ министрĕ Валерий Фальков çĕршывра коронавирус инфекцийĕ сарăлнине пула регионсене юлашки шăнкăравсене тата ăсату  каçĕсене виртуаллă майпа онлайн мелĕпе ирттерме сĕнчĕ.

Паллах, унчченхилле пысăк йышпа ирттернине нимĕн те çитмест. Апла пулин те лару-тăрăва пула çак уява йĕркелемесĕр те май çук. Çакна тĕпе хурса районти вĕренÿ учрежденийĕсенче те юлашки шăнкăрава халалланă мероприятие хатĕрленме пуçланă. Вăл мĕнле шайра иртесси вĕренÿ учрежденийĕ килте ларакан выпускниксемпе çыхăнма мĕнле лайăх техника майĕсем пурринчен те, çак мероприятие уяв сĕмне кĕртессипе ĕçлеме пултаракан лайăх кадрсенчен те чылай килет. Районти вĕренÿ пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, юлашки шăнкăрав уявĕ майăн 25-мĕшĕнче иртет, ăна мĕнле йĕркелессине кашни шкул хăй палăртать.

Кăçал районти ултă шкултан вун пĕрмĕшĕнчен 84 ача вĕренсе тухать. Çулсеренех «Пурнăç çулĕпе» хаçат та асăннă мероприятие çутатнăран, кăçал та унран аякра юлма пултараймарăмăр. Пичет кăларăмĕн страницинче вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухакансен класс ертÿçисене сăмах патăмăр.

Туллинрех хаçатăн 37-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.



22 мая 2020
13:33
Поделиться