Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ кĕнеке - Чăваш Ен çинчен

Пирĕн Тăван çĕршыв - Чăваш Ен. Вăл чăвашсемшĕн кăна мар, кунта тĕпленнĕ тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрĕшĕн тăван кил пулса тăнă. Эпир пурте пĕр çемьери пек туслă, килĕштерсе пурăнатпăр, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине, чĕлхине хисеплетпĕр. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа, Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленнĕренпе кăçал çĕр çул çитет. Çавна май нумаях пулмасть «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная» кĕнеке кун çути курчĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ - О.М.Иванова. Кăларăма П.Н.Сергеев художникăн тĕлĕнмелле çутă та ĕлккен ÿкерчĕкĕсем илемлетеççĕ.

«Тăван çĕршыв вăл - атте-анне панă чĕлхемĕр, эпир юратса юрлакан юрăсем», - тесе çырнă Василий Давыдов- Анатри. Пирĕн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Вăл çепĕç те илемлĕ, ĕмĕрсем хушши туптанса-пуянланса пынă. Вăл - пирĕн тĕп пуянлăхăмăр, тĕрекĕмĕр.

Ахальтен мар Чăваш Ене «çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ» теççĕ. Поэтсем Чăваш çĕрĕ, Шупашкар, çуралнă ял, кил-йыш çинчен нумай сăвă çырнă, композиторсем чылай юрă кĕвĕленĕ. Кĕнеке сăвăçсен хăш-пĕр хайлавĕсемпе паллаштарать. Вĕсенче Тăван çĕршыва, халăха, чăваш чĕлхине юратни мала тухать.

Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта халь чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать хавассăн, уççăн, чăвашла. (Любовь Мартьянова «Чăвашла»).

Вулакан паллă, сумлă чăваш поэчĕсен (Ухсай Яккăвĕ, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Илле Тукташ, Василий Давыдов-Анатри т.ыт.те) сăввисемпе пĕрлех çамрăк авторсен (Олеся Михайлова, Нина Царыгина, Лариса Петрова, Ольга Австрийская) хайлавĕсемпе паллашма пултарĕ. Вырăсла сăвăсен авторĕсем йышĕнче - Светлана Гордеева, Александр Лукашин, Галина Анисова, Алимпиада Кручинина, Лидия Филиппова, Владимир Васильев-Мишшан, Валерий Голев, Раиса Сарпи, Елена Светлая, Валентина Серебряная т.ыт.

Кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекен ачасем валли хатĕр-ленĕ кăларăм класс тулашĕнчи е çемье вулавĕ валли те усăллă пулĕ.

Ольга Иванова.



22 мая 2020
13:32
Поделиться