Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чечексем илемĕпе тыткăнлĕç

Ял-салана хăтлăх кĕртесси вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕ шутланать. Ку енĕпе çулсеренех уйрăмах Элĕк ял тăрăхĕн сахал мар ĕçлеме тивет. Район центрне илем кĕртес тĕлĕшпе кашни çулах пысăк ĕç туса ирттереççĕ-ха ял тăрăхĕнче тăрăшакансем. Элĕк урамĕсене тата культурăпа кану вырăнĕсене тĕрлĕ чечек лартаççĕ. Кăçал та ку енĕпе вĕсемшĕн хĕрÿ ĕççи пуçланнă, иртнĕ кунсенче Элĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем Юмахсен паркĕнче чечексем лартнă, ĕнер вара район центрĕн тĕп урамне илем кĕртессипе ĕçлерĕç. Çеçкене ларнă тĕрлĕ тĕслĕ петунисем Элĕке килсе каякансен кăмăлне çĕклеççĕ.

(Хамăр инф.)



27 мая 2020
08:17
Поделиться