Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пахчара - техникăпа

Ытарми çур кунĕсем пуçланчĕç те, тавралăха ырă варкăш килчĕ. Çут çанталăк чĕрĕлни кăмăл-туйăма çĕклет, пурăнма, вăй хума хавхалантарать. Çавă ял çыннисен пурнăçĕнче уйрăмах палăрать. Çак кунсенче, авă, кашни ырми-канми тимлерĕ. Сад-пахчара чи хĕрÿ вăхăт вĕт. Пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Ку енĕпе шăпчăк ыйхиллĕ çав ял çынни. Яра куна вăй-хала шеллемесĕр тимлет. Акса-лартас енĕпе пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ тейĕ

Çĕр ĕçĕ çăмăлах маррине пурте пĕлетпĕр. Иртнĕ çулсене илсен, йăлтах алă вăйĕпе ĕçлесе нушаланни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Йывăр-и, çăмăл-и - çĕр улми лартса хăварасси уяв вырăнне те пулнă тейĕн. Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесси те йăлана кĕнĕччĕ. Лаша «агрегачĕ» хыççăн çĕр улмине темиçен те пăрахса пынă. Акана çапла шуратса пыни чăн пысăк савăнăç.

Юлашки вăхăтра янаварпа ĕçленине аса илесси кăна юлчĕ ĕнтĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче техника анлă çул хыврĕ. Халĕ килти хушма хуçалăхсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Анана кĕркунне тракторпа сухалаттараççĕ. Çур кунĕсем çитсен çĕре культиваци тутарса çемçеттереççĕ. Акса-лартмалла-и - каллех техника вăйĕпе. Изванкка ялĕнче, сăмахран, çĕр улмине ятарлă агрегатпа лартаççĕ. Хастар çамрăк Александр Васильев пурин ыйтăвне те туллин тивĕçтерет. Кăпăшка ана çийĕн пĕр тикĕс шăвать типтерлĕ техника. Асамлă та ку тейĕн. Çĕр улмине тăпрана вăрăнтарса пырать, кассине те хывать. Хыçра - пĕр тикĕс, тÿп-тÿрĕ касăсем. Çапла пĕр анкартие, хыççăн теприне илем кÿрет, сăн кĕртет Саша. Унăн лайăх пахалăхлă ĕçĕпе пурте кăмăллă. Сăпайлă çамрăк техникăна аван ăнланать. Ăна кирлĕ пек пăхса тăрать, çавна май тухăçлă ĕçлеттерет. Ку ырă ен ăна ашшĕнчен Валерий Павловичран куçнă. Сăмах майĕн каласан, кил хуçи техникăпа питĕ туслă. Валерий Васильев хăй вăхăтĕнче «Аликовская» строительство организацийĕнче водительте вăй хунă. Унăн мăшăрĕ Нина Ильинична та кирлĕ те усăллă ĕçре тимленĕ. Вăл «Дружба», «Аликовски» хуçалăхсенче, ветеринари станцийĕнче выльăх тухтăрĕнче тăрăшулăх кăтартнă.

Васильевсем - ÿркенмен, ĕçчен çынсем. Вĕсем ял çыннисене пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çĕр сухаламалла-и - кăмăлпах пурнăçлаççĕ. Çĕр улмине лартса хăварнипех ĕç вĕçленмест-çке. Агротехника хушнă пек ретсене купаламалла. Александр Васильев ку енĕпе те тивĕçтерет. Кĕр кунĕсем çитсен «иккĕмĕш çăкăра» кăларса та парать. Ял çыннисене пулăшни чăннипех те пархатарлă.

С.ПАВЛОВА.



27 мая 2020
08:16
Поделиться