Ачалăх пурне те илĕртет

Июнĕн 1-мĕшĕ те çывхарса пырать. Ачасен уявĕ вĕсене валли çутă та савăнăçлă праçник туса пама хистет. Çак илемлĕ уявпа килĕшÿллĕн яланах тĕрлĕ конкурс, курав йĕркелеççĕ. Уйрăмах асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсне, ачасен хут çинче сăрласа илемлетнĕ ÿкерчĕкĕсене, уяв концерчĕсене,  пĕчĕккисем хутшăннипе иртнĕ театрализациленĕ постановкăсене асăнмалла.

Анчах та çĕршыври паянхи лару-тăру мероприяти-уява та инçет-онлайн  мелĕпе тума ыйтать. Урăхла пулма та пултараймасть. Çавна май Интернет уçлăхĕнчи тĕрлĕ хутшăну сĕтелĕсенче ачасен ĕçĕсене курма пулать. Кам кукша пуç чечекĕсенчен асфальт е симĕс курăк çинче хĕвел е урăх эреш туса хатĕрленĕ, кам тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа сăрласа тухнă. Ачасем килте ахаль ларманни паллă ĕнтĕ: пĕри ÿкерчĕксем туса ашшĕ-амăшне савăнтарать, кам ал ĕçĕпе кăмăла çĕклет.

Акă, сăмахран, Элĕкри культура çурчĕ те #ДаздравствуетДетствоАликово хештегпа районти ачасен ĕçĕсен хăйне майлă онлайн-акцине йĕркеленĕ. Унсăр пуçне пирĕн тĕпренчĕксен ăшă куллине палăртмалли пултарулăх челленджне (#УлыбашкиАликово#) курма пулать. Кашни акци-конкурса шĕвĕрккесемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те хастар хутшăнаççĕ. Аслисем хушшинче хăйсен ача чухнехи сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартасси те анлă сарăлнă. Çапла, илĕртет пурне те вăл ачалăх. Анчах вăхăчĕ малаллах шăвать. Çавăнпа та пĕчĕк чухне савăнса, кулса, выляса юлмалла. Тимлĕх уйăрма ыйтсан ачапа пĕрле пулмалла, унпа çирĕп çыхăну йĕркелемелле, унăн шухăшĕсемпе интересленмелле. Вĕсем пирĕн хĕвел шевлисем-çке тата юрату калчисем.

ПĔЛМЕ: Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна официаллă майпа пĕрремĕш хутчен 1950 çулта ирттернĕ. Анчах та уяв историйĕ унччен маларах та пуçланнă. Ачалăхпа çыхăннă çивĕч ыйтусене пĕрремĕш хутчен 1925 çулта Пĕтĕм тĕнчери конференцире хĕрарăмсем çĕкленĕ. Вăл Женева хулинче иртнĕ. Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă килсĕр-çуртсăр ачасем, тăлăхсем иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчех канăç паман. Ун чухне вара хĕрарăмсен асăннă ушкăна лекекен ачасене хÿтĕлес ыйту общество шухăшĕпе пĕр килмен. 

Кайран çеç Китай консулĕ Сан-Францискора тăлăх ачасене валли уяв йĕркеленĕ. Вăл историне ишсе çÿрекен драконсен фестивалĕ пек кĕрсе юлнă. Асăннă мероприяти шăп та шай июнĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ. Шăпах çак пулăм ачасене халалланă уява хăçан ирттерессине палăртнă та.

А.СИЛИВЕСТРОВА.   



29 мая 2020
10:05
Поделиться