Элĕкри Кăнтăр урамĕнче те çул пулатех

Социаллă сетьсем влаç органĕсенче ĕçлекенсемшĕн те граждансемпе çыхăну йĕркелеме май паракан хăйне евĕрлĕ инструмент шутланаççĕ. Ахаль çынсене вара хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене кĕске вăхăтра тата тивĕçлипе татса пама пулăшаççĕ. Çакна палăртмалла, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе социаллă сетьсем урлă та хутшăнать. Унăн «Инстаграм», «Вконтакте» тата «Фэйсбук» сетьсенче хăйĕн страницисем пур.

Майăн 27-мĕшĕнче Олег Николаев  черетлĕ хут район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе социаллă сетьсем урлă çитернĕ çивĕч ыйтусемпе видео-конференци мелĕпе канашлу ирттерчĕ. Виççĕмĕш хут кун пек майпа йĕркелерĕ асăннă канашлăва регион ертÿçи.

 Чи малтанах Олег Алексеевич апрелĕн 30-мĕшĕнче панă хушусене мĕнле пурнăçланин кăтартăвĕсемпе паллашрĕ. Ун хыççăн нумаях пулмасть килнĕ ыйтусене тишкерчĕç.  Ку канашлура та каллех çул-йĕр ыйтăвĕ чи  çивĕччи пулчĕ ахăртнех, Элĕксене те пырса тиврĕ-ха вăл. Элĕкри Кăнтăр урамĕнче те мĕншĕн хытарнă çул пулманнине ăнлантарма ыйтрĕ те район администрацийĕн пуçлăхне Александр Куликова  республика ертÿçи.

 Канашлăва вĕçленĕ май муниципалитет ертÿçисене социаллă сетьсенче ытларах  ĕçлеме сĕнчĕ. Вырăнти ыйтусене пырса тивекен пĕлтерÿсене тимлĕхсĕр хăварманшăн тав турĕ. «Енчен те çынсемпе ытларах хутшăнсан, лару-тăрăва ăнлантарсан, пуçланă ĕçе вĕçне çитиех пурнăçласан малашлăхра çынсене канăç паман ыйтусен шучĕ пĕчĕкленессе, вырăнти ĕç-хĕлпе кăмăллисен йышĕ ÿсессе шанатăп», - ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май пĕлтерчĕ регион ертÿçи.

 Ураран атă-калуш каймасть

Элĕк салинчи Кăнтăр урамне çĕнĕ урамсен шутнех кĕртмелле-ха. Çамрăксен урамĕпе юнашар, Чечек урамĕпе хирĕçле вырнаçнă вăл. Пĕр вăхăталлах йĕркеленнĕ вĕсем. Анчах та Кăнтăр урамĕнче тĕпленнисем тепĕр икĕ урамĕнче пурăнакансемпе танлаштарсан хăйсене урăхларах туяççĕ. Ара, кÿршĕлле урамсенче пурăнакансем  кирек хăш çанталăкра та тахçанах  яка асфальт çул тăрăх пушмакпа шакăлтатса çÿреççĕ. Кăнтăр урамĕнче пурăнакансен вара йĕпе-сапа вăхăтĕнче ураран атă хывăнмасть. Тĕрĕссипе, асăннă урамра тĕпленнĕ çыннисем те, вĕсен кил хуçалăхĕ те Çамрăксемпе Чечек урамĕсенче пурăнакансенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. 20-е яхăн кил  хуçалăх шутланать Кăнтăр урамĕнче, пурте çурт-йĕрне кирпĕчрен çавăрнă, пĕри  тепринчен капмартарах та илемлĕрех. 1993 çулта йĕркеленнĕ урамра çулĕ çеç çук. Ку ыйту вара чĕрĕк ĕмĕр ытла кунта пурăнакансене тин çеç канăç памасть-ха. Аслăрах ÿсĕмрисем темиçе те район администрацине, вырăнти хăй тытăмлăх органне ку ыйтупа тухнă. Яваплă çынсем шантарсах каланăран чылай кĕтнĕ çав.

-  Çуркунне, кĕркунне, çулла та çумăр хытă çусан урам хушшипе утма май çук. Кун пек чухне хуларан канмалли кунсене килекен ачасене, тăвансене кĕтме асфальт çул çине атăпа, калушпа хирĕç тухатпăр çав. Çавăн пекех ăсатса яратпăр, - чун ыратăвне пĕлтерчĕ пĕр арçын ку ыйтупа Кăнтăр урамне кайсан.

- Йĕпе-сапа вăхăтĕнче строительство материалĕсене кÿрсе килесси те чăрмавлă. Техника анса ларсан тракторпа туртнă тĕслĕхсем те пĕрре мар пулнă. Çăмăл машинăпа кĕрсе тухасси пирки те калаçма кирлĕ мар кун пек чухне. Урам пуçне лартса хăвараççĕ транспорта. Хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен те лайăх çул кирлех ĕнтĕ. Пурнăçра темĕн те сиксе тухма пултарать-çке, - калаçăва хутшăнчĕ тепри. - Эй, темĕнле пухусенче калаçсан та усси пулмарĕ те. Халĕ те... - сăмахне вĕçлемесĕрех аллине сулса пăрăнса утрĕ вăл.

Тĕплĕнрех хаçатăн 39 (11955)-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

 Эльвира КУЗЬМИНА.



29 мая 2020
10:04
Поделиться