Федераци укçипе тухăçлăрах усă курма хăнăхмалла

Иртнĕ эрнере, майăн 28-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Элĕк салине килни çинчен вулакансене кĕскен хыпарланăччĕ. Унпа пĕрле районта яваплă министерствăсен ертÿçисем те пулчĕç. Районти ĕçсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов паллаштарчĕ.

Тĕрĕссипе, Олег Николаев регион ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлама пуçланăранпа  пирĕн тăрăхра пĕрремĕш хут пулчĕ. Çак кун вăл маларах Çĕмĕрле хулинчи ĕçсемпе паллашрĕ, ун хыççăн Элĕк районĕнче наци проекчĕсен шучĕпе пурнăçланакан объектсене çитсе курчĕ. Чи малтанах районти «Хĕлхем» ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕнче пулса кунта бассейн тăвассипе ĕçсем мĕнлерех пынине тĕрĕслерĕ. Халĕ кунта подряд организацийĕ ĕçе пуçăннă: дренаж ĕçĕсем пыраççĕ, шыв скважини хатĕрлеççĕ. Планпа палăртнă тăрăх, бассейна кăçалхи ноябрь уйăхĕнче хута ямалла. Контрактпа килĕшÿллĕн ăна валли 110 миллион тенкĕ уйăрнă.

– Пирĕншĕн федерацин «Спорт – пурнăç норми» наци проекчĕ, бассейн шăпах ун шучĕпе çĕкленет те,  пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать. Эпир спорт инфратытăмне пур енĕпе те аталантарасси çине тимлĕх уйăратпăр, малашне те çаплах пулĕ. Наци проекчĕн шучĕпе пурнăçланакан объектсемпе пур категорири граждансем те усă курма пултарччăр, – тесе пĕлтерчĕ Олег Николаев журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравласа.

Хăнасем «Хĕлхем» спорт шкулĕн залĕсемпе паллашрĕç. Сăмах май, бассейна спорт шкулĕн иккĕмĕш хутĕнчен тÿрремĕнех куçма май пулĕ, вĕсене пĕр-пĕринпе ăшă коридор çыхăнтарĕ.

Район çыннисене канăç паман тепĕр ыйту вăл – салапа юнашар вырнаçнă çÿп-çап полигонĕ. 8 гектар çинче сарăлса выртаканскер Элĕк салинче тата унпа юнашар вырнаçнă ялсенче пурăнакансем умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратнă. Йĕри-тавра йăванса выртакан çÿп-çап шăрăх çанталăкра тивсе илнĕрен е чĕртсе янăран таврана ырă мар шăршă сарнипе канăç паман. Кун çинчен район хаçатĕнче те пĕрре кăна мар çырнăччĕ. Çивĕч ыйтăва укçа-тенкĕ çитсе пыманни çийĕнчех татса пама май паман. Уççи-хуппи 2019 çулта республикăра «Таса çĕршыв» проект ĕçлеме тытăнсан палăра пуçларĕ. Тĕрĕссипе, кăçал Чăваш Енре асăннă проект икĕ районта ĕçлет – пирĕнпе танах Елчĕксем те хытă каяшсен вырăнне рекультиваци тăвассипе тимлеççĕ. Кĕçнерникун Олег Николаев шăпах та ку тĕлĕшпе Элĕксем ума лартнă тĕллевсене мĕнлерех пурнăçланине тишкерсе каяшсен полигонне çитсе курчĕ.

– Чăваш Республикинче 11 наци проекчĕ  пурнăçланать. Пирĕн тĕллев – федераци шайĕнче уйăрнă укçа-тенкĕпе май килнĕ таран тухăçлă усă курмалла, санкцисĕр  çÿп-çап вырăнĕсемпе çыхăннă ыйтусене татса памалла тата йăлари хытă каяшсене пухассине çĕнĕ технологипе усă курса йĕркелемелле. Паллах, малашне çакăн пек çÿп-çап куписем ан пулччăр тесе тăрăшмалла. Çак ыйтусене татса пани Чăваш Енре пурăнакансене хăтлă условисенче пурăнма май парĕ, - тесе пĕлтерчĕ Олег Алексеевич вырăнти ĕçсемпе паллашнă хыççăн.

Юхăнса выртакан çĕре усăллă тăвасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикинчи Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев пĕлтернĕ тăрăх, ноябрьте вĕçлеме палăртнă ĕçсем хыççăн Элĕксем 6 гектар çĕрпе тухăçлă усă курма пултарĕç. Тĕрĕссипе, çанталăк лайăх тăрсан ĕçсене иртерех те вĕçлеме палăртаççĕ. Паянхи кун кунта «Строительная компания - Волга» общество лаптăка тасатать, каяша палăртнă çÿп-çап купине куçарать, ĕçĕн ытларх пайне техника вăйĕпе тăваççĕ. Контрактпа килĕшÿллĕн 22 030,49 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Сăнанă тăрăх, кăçалхи кĕр кунĕсем Элĕксемшĕн питех те тулăх пулмалла. Хĕл кунĕсем çитиччен тахçантанпах ĕмĕтленнĕ бассейн та хăйĕн алăкĕсене яриех уçса яма хатĕр пулĕ, Элĕк çывăхĕнчи çÿп-çап купипе çыхăннă çивĕч ыйту та тинех татăлĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.



02 июня 2020
11:43
Поделиться