Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр улми лартаççĕ, кукуруза акаççĕ

Кăçалхи çанталăк условийĕсем ял ĕçченĕсем умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратрĕç. Епле пулсан та умри ĕç-хĕл малаллах чĕнет. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, тĕпрен илсен, акса пĕтернĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем, С.Александров хуçалăхĕсĕр пуçне, планпа палăртнă кăтартусене пурнăçланă.  Хальхи вăхăтра çĕр улми лартассипе тата кукуруза акассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсем «иккĕмĕш çăкăра» 73 гектар (30 процент) лартнă.  «Новый путь» тата Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче кукурузăна опытлă механизатор Юрий Никоноров ТСМ-8000А агрегатлă МТЗ-1221 тракторпа 150 гектар акнă. Вăрлăх тата удобрени турттарассипе Александр Евдокимов водитель тÿрĕ кăмăлпа тимлет. Маргарита Антоновăпа Виталий Арсентьев та хĕрÿ ĕçре хастар. Вĕсем сеялкăри вăрлăхпа пулăх тăварĕ çĕре пĕр тикĕс варăнччăр тесе тăрăшаççĕ. Пĕтĕм ĕç-хĕле Алексей Никитин йĕркелесе пырать. Çанталăк лайăх тăрсан кукурузăна çак кунсенчех акса пĕтерме тĕллев лартнă.

С.ИВАНОВА.



02 июня 2020
11:43
Поделиться