Шăрпăк - тетте мар

Ачасен айăпне пула республикăра çулленех пушар алхасать. Аслисем вĕсене асăрхаса тăманран час-часах шĕвĕрккесем алла шăрпăк тытнă тĕслĕхсем пулаççĕ.

Çавăн пекех ачасем электроприбор вилкине розеткăна чиксе те пушар кăлараççĕ. Кăçал республика территорийĕнче ачасем вут-çулăмпа вылянă 11 тĕслĕхе шута илнĕ.

Пушартан сыхланас тĕллевпе ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене тимлĕхсĕр хăвармалла мар.  Куç умĕнче, ал айĕнче выртакан шăрпăка тата ытти вут чĕртмелли хатĕрсене ача тытайман вырăна хума, вĕсемпе выляни хăрушă пулнине ăнлантарма ыйтатпăр.

Аса илтерер, нумай чухне аслисемсĕр, тимлĕхсĕр юлнă ачасенчен «хĕрлĕ автан» авăтса ярать. Вĕсем ашшĕ-амăшне килти е ытти ĕçсемпе аппаланнă чухне таврари интереслĕ япаласемпе кăсăкланаççĕ. Çак тĕпчевсем инкек патне илсе çитереççĕ те. Паллах, хăш чухне ашшĕ-амăшĕн ачисене килте лартса хăварма тивет, анчах та ун пек самантра пĕр-пĕр аслă çынна пĕрле хăвармалла. Уйрăмах ачасене хваттерте е пÿлĕмре питĕрсе хăварма юрамасть. Пушар сиксе тухсан вĕсем хăйсем тĕллĕн ирĕкелле тухса тараймаççĕ. Çавăнпа та  ашшĕ-амăшĕн ачасене вут-кăвар илĕртнине асра тытмалла. Пĕчĕккисен интересне урăх еннелле куçармалла. Çакă ăна мĕн пĕчĕкрен пушар тухсан мĕнле йĕркене пăхăнмаллине тата инкек тухасран мĕнле сыхланмаллине вĕрентмеллине пĕлтерет.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине ачасем вăйă урлă астуса юлаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене шыв хĕрне пымалла марри тата аслисемсĕр шыва кĕме кайма юраманни çинчен те асăрхаттарсах, сăнасах тăмалла. 

Асра тытар, шăрпăк ачасемшĕн тетте мар. Тĕпренчĕкĕрсене нихăçан та килте пĕччен ан хăварăр! Çăлавçă службин телефон номерĕсем: «01» («101» - кĕсье телефонĕнчен).

Анастасия ГОРДЕЕВА,

районти пушар надзор пайĕн начальникĕ.



05 июня 2020
13:48
Поделиться