Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă ачисене - удостоверени

«Вăрçă ачисем çинчен» Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче «Вăрçă ачисем» удостоверени парассипе заявленисем йышăнма пуçланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тата социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Алена Семенова Якунекасси ялĕнчи Петр Кондратьевич Кондратьева тата Уйкас ялĕнчи Пантелеймон Николаевич Николаева удостоверени панă. Вĕсене вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн тав тунă, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул суннă.

Аса илтетпĕр, «Вăрçă ачисем» удостоверение Совет Союзĕнче 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен çуралнă Раççей Федерацийĕн гражданĕсене параççĕ.



05 июня 2020
14:18
Поделиться