Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çынлăха упрама пулăшакан чи лайăх професси

Этемшĕн пĕчченлĕхрен, уйрăмах ватлăхра пĕччен тăрса юлассинчен, хăрушăраххи нимĕн те çук ахăртнех. Анчах та кун пеккине хамăр суйламастпăр-çке, шăпа палăртать. Çывăх çыннисен тимлĕхĕсĕр юлнă, пĕчченлĕх тыткăнне лекнисемшĕн вара социаллă ĕçченсем тĕрев вырăннех пулса тăраççĕ.

Элĕк районĕнче тăр пĕччен тăрса юлнă, пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăн инваличĕсене килте пăхассине социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр хăй çине илнĕ. Професси уявĕ умĕн çакăн çинчен асăннă центр директорĕпе Марина Ивановăпа тĕл пултăмăр та. Марина Николаевна ку тытăмра çĕнĕ çын мар ĕнтĕ. 1997 çултанпах çак учрежденире тăрăшать, 3 çул директор тилхепине тытса пырать.

- Марина Николаевна, эсир район çыннисене мĕнле-мĕнле пулăшупа тивĕçтеретĕр-ха?

- Социаллă пулăшусен переченьне Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин ятарлă хушăвĕпех çирĕплетнĕ. Вĕсен шутне йăлари социаллă, социаллă медицина, социаллă педагогика, социаллă право тата социаллă ĕç пулăшăвĕсене кĕртмелле. Асăрхарăр пулĕ-ха, кашни пулăшу тĕсĕ умĕнчех социаллă сăмах пур. Тĕслĕхрен, социаллă медицина пулăшăвĕ тенĕ чухне кунта лицензиллĕ медицина пулăшăвĕ парасси çинчен сăмах пымасть-ха. Аслă ÿсĕмри тата сывлăх енчен ыттисенчен уйрăлса тăракан çынсене пăхассишĕн яваплă социаллă ĕçченсем хăйсен хÿттине илнисене поликлиникăна илсе килеççĕ, киле каялла илсе каяççĕ. Çавăн пекех планпа медицина учрежденинчех выртса сипленме илсе килесси те социаллă ĕçченсем çинчех. Аптекăран эмелсем илсе килсе парассине те вĕсем çинех çирĕплетнĕ. Социаллă ĕç тата социаллă право пулăшăвĕпе тивĕçтересси шутне вара документсен пакетне хатĕрлеме, ыйту тĕрĕс çырма пулăшасси кĕрет те. Ĕçпе тивĕçтерекен центра та ку чухне ыйту çырма тивнине пытармастăп. Чи анлă сарăлнă пулăшусен шутне вара йăлара социаллă пулăшупа тивĕçтерни кĕрет те. Унпа килĕшÿллĕн социаллă ĕçченсем хăйсем пăхса тăракан ватă çынсен укçи-тенкипе апат-çимĕç продукчĕсене, промышленность таварĕсене, санитарипе гигиена хатĕрĕсене туянаççĕ, хаçат-журнал çырăнса параççĕ. Апат-çимĕç хатĕрлеме пулăшасси те, кил-çурта тирпейлесе тăрасси те, мунча кĕртесси те, япаласене çуса тасатасси те, электричество çутишĕн, газшăн тÿлесси те вĕсем çинчех.

Сăмах май, центрта сăнавра шутланакан граждансене вăхăтра пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерме пĕлтĕр Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви ятарлă автотранспортпа та тивĕçтерчĕ. Социаллă ĕçченсене тата специалистсене çынсем патне хăвăртрах çитсе килме, пулăшупа тивĕçтерме май парать те. 

Тĕплĕнрех хаçатăн 42 (11958)-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

 



09 июня 2020
09:07
Поделиться