Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наци пĕрлĕхне çирĕплетет уяв

Июнĕн 12-мĕшĕнче эпир патшалăхăн тĕп уявĕсенчен пĕрне - Раççей кунне - паллă тăватпăр. Çак уяв наци пĕрлĕхне тата Тăван çĕршыв умĕнчи паянхи тата малашлăхри хамăрăн яваплăха палăртать. Çак куна халалласа культура, вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Анчах та ытти уявсем пекех Раççей кунне те çынсем килте ларсах ирттерĕç.

Çакна тĕпе хурса Элĕкри культура çурчĕ Раççей кунĕ умĕн «Раççей çинчен юрлатăп тата вулатăп!» онлайн-акци йĕркеленĕ. Унта аслисемпе пĕрлех ачасем те хутшăнма пултараççĕ. Акцие хутшăнакансен Раççей çинчен юрă шăрантарнине е сăвă вуланине видео ÿкерсе илмелле те #ПоючитаюоРоссииАликово хештегпа социаллă сетьсене лартмалла.

Çавăн пекех Элĕксен «Раççей ялавĕсем. Июнĕн 12-мĕшĕ»  флешмоба та хутшăнма май пур. Çакна валли çынсен хăйсен çурт тата хваттер кантăкĕсем çинче Раççей ялавне çакмалла е чÿречесене çавăн пек сăрласа илемлетмелле. Çакăн пек илемлетнĕ чÿречесем патĕнче сăн ÿкерĕнсе #РаççейЧÿречисем хештегпа социаллă сетьсенче вырнаçтармалла.

 Тавăтри культурăпа кану çурчĕ вара #ДомТамГдеБереза онлайн флешмоба хастар хутшăнать. Шкул ачисемпе пĕрле вĕсем тĕрлĕ халăх тумĕпе поэтсемпе çыравçăсене те илемĕпе тыткăнлакан хурăнсем патĕнче  сăн ÿкерĕнсе социаллă сетьсене вырнаçтарнă.

Э.ЭЛИНА.

 



11 июня 2020
08:51
Поделиться