Пÿрмен телее туртса илейместĕн

Вăхăт тени, тупата, асамçă. Вăл ытла та чее. Кун иртет те каç пулать, хыçа юлать - талăк. Ĕнерхи кун пек нихăçан та вăхăт сан пата таврăнмасть, ара, вăл пурăнас çула кĕскетсе сăн-пуç хитрелĕхне пĕтерет-çке. Ыт ахальтен мар ĕнтĕ çу кунне тата çамрăклăха сар çупа танлаштараççĕ.  Этем сиссе юличченех çу та иртет, яшлăх та хыçа юлать. Çак шухăшсем Питĕшкасси тăрăхĕнчи Алкукассинчи  Анисийăпа Нина Ефимовăсемпе курнăçнă хыççăн çуралчĕç. Стена çинче çакăнса тăракан сăн ÿкерчĕксем çинчен ман çине пурнăç хĕлхемĕ  çăлкуç пекех тапса тăракан икĕ мăшăр куç тинкереççĕ. Халĕ вара вĕсене хирĕçле вырăн çинче ларакан икĕ кинемей самаях курпунланма ĕлкĕрнĕ. Пурнăç шăйрăкĕсем сăн-питре те сахал мар йĕр хăварнă.

- Сăн ÿкерчĕк çинче эпир пулнине ĕненес те килмест-и? - сăн çине тинкеререх пăхнине асăрхасан ыйту пачĕ 86-ри Нина Ефимовна. - Санăн мар, хĕрĕм, хамăн та пуçа шăнăçаймасть. Ара, анчах, çамрăкчĕ, чупса çÿреттĕмччĕ. Хăш вăхăтра çак çула çитсе тăтăм? Сиссе те юлаймарăмăр.

Ачалăхĕ çăмăлах килмен-ха пĕртăвансен. Тепĕр икĕ çултан тăхăр теçеткене пусăмлакан Анисия Ефимовнăн шкулта пĕлÿ илме те май пулман.  Пĕр темиçе кун çеç шкула кайнине палăртать.  Çавăнпа та кăштах çеç сас паллисене паллать, укçа-тенкĕ шутласси тата çырасси те уншăн чăрмавлă. Ĕмĕр тăршшĕпех хуçалăхра ĕçлесе пурăннă вăл. Ĕçченлĕхпе, яваплăхпа палăрнă. Çакна вара яш-кĕрĕм те, аслисем те асăрханах çав. Ĕçлеме ÿркенменренех евчĕ Анисия Ефимовăна Çулавăç каччине тупса панă. Пурнăç урапи мăшăрсăр чупаймĕ-çке. Мăшăр кирлех. Çăпата кантри те мăшăрлă та, калаçса курман яшпах çемье çавăрма килĕшнĕ хĕр. Анчах та упăшка ăшшине туйсах пурăнма пÿрмен çав ăна. Арçыннăн кăмăлĕ хăвăртах улшăннă, этемлĕхĕн черчен пайĕ çине алă çĕклеме те именмен вăл. Амăшĕпе, Нина йăмăкĕпе калаçнă та каялла киле таврăннă.

Çирĕплĕхпе, тÿсĕмлĕхпе палăракан Ефимовăсене ун чухне Анисия йывăр çын пулни те шиклентерсе ÿкермен. Хăйсемех тĕпренчĕке ура çине тăратма палăртнă. Йĕкĕрешсем кун çути курнă А.Ефимовăн. Çĕнĕ кайăксем кун çути курсан тухтăрсем ывăлĕн пÿсĕр пулнине, вăл нумай пурăнайманнине тÿрех асăрхаттарнă. Чăнах та, кăштахран вилнĕ. Галя хĕрне ура çине тăратма вара ăна ватă амăшĕпе пĕрлех Нина йăмăкĕ те сахал мар пулăшнă.

Нина Ефимовна Анисия аппăшĕнчен икĕ çул çеç кĕçĕнрех. Вăл 4 класс шкулта вĕреннине, 5-мĕшне те кăштах кайнине палăртать. Вăрçă пуçланнăран малалла пĕлÿ илеймен хĕрача, амăшĕпе,  аппăшĕпе пĕрле хуçалăх ĕçне хутшăнма пуçланă. Çан-çурăм çирĕпленсе çитмесĕ- рех кирпĕч заводне ĕçе кайса кĕнине, тăм йăтнине те куç умне кăларать аслă ÿсĕмри çын. Килĕшÿ çырса 4 çул Ленинграда çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен торф кăларма кайнине те  палăртать. 26 çул Çулавăçри сурăх ферминче ĕçленине те калать. Путек илессипе тата сурăхсен йышне ÿстерессипе Нина Ефимовнăна çитекенни пулман та фермăра. Хастар хĕре медаль пама та тăратнă.

- Анчах та илесси  пулмарĕ. Ман вырăна сăмах-юмах ваклама юратакан тепĕр ĕçтеше пани çинчен калаçатчĕç пĕрле ĕçленисем. Медаль илменнишĕн ÿкĕнсе лармастăп. Сывлăх пĕтрĕ фермăра пĕр вĕçĕм атăпа çÿресе. Утаймастăп вĕт. Икĕ хутчен те урасене операци турĕç, усси çук. Çак вырăна сыхласа ларатăп çав кунĕпе, - терĕ те хăйне хăй  ятлаçса илчĕ вăл. Пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ кинемей те ĕмĕрне пĕчченех пурăнса ирттернĕ. Ăна та качча илес текенсем сахал мар пулнă, пĕр-иккĕшĕ вăрласа та кĕртме пуçланă. Çук, килĕшмен хĕрупраç, тĕп килтен тухман.

Çапла вара пĕртăвансем иккĕшех кун кунлаççĕ. Анисийăн Галя хĕрĕ çемье çавăрнă, ватăсене Оксанăпа Света мăнукĕсене парнеленĕ. Вĕсем те Шупашкарта тĕпленнĕ, хăйсен çемйисем. Апла пулин те Алкукассине кашни канмалли кунах килсе çÿреççĕ. Ытти чухне вара пĕртăвансем иккĕшех тытăнкаласа пурăнаççĕ. 88-ти Анисия утса çÿреме пултарнăран пахчари ĕçсене пурнăçлать. Нина йăмăкне вутă çурса кĕртсе парать. Пÿртре вара Нина Ефимовна хуçаланать. Костыльсем çине таянсах кăмака хутса кăларать, апат хатĕрлесси, пÿртре тирпейлесси те ун çинчех. Кинемейсем тасалăха юратни пÿртекÿнченех сисĕнчĕ. Кашни япала хăй вырăнĕнче, урайĕнче вара пĕр çÿпĕ те асăрхаймастăн.

 Эльвира КУЗЬМИНА



11 июня 2020
08:50
Поделиться