Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юнтапасем медицина пулăшăвĕсĕрех юлĕç-ши?

Ялти фельдшер тата медицина сестри кирек хăçан та хисеплĕ çын шутланнă, ĕмĕрсем хушши çавăн пек пулнă. Сывлăх тĕлĕшĕнчен кирек епле кăлтăк сиксе тухсанах çынсем фельдшерпа акушер пунктне, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне васкаççĕ. Вырăнта тивĕçлĕ пулăшу параймасан çеç тĕп больницăна çул тытать-ха ялта пурăнакан. Ку çеç-и тата? Çут çанталăк условийĕсене пăхмасăр ир-ирех-и е çурçĕрте чирлĕ çынна пулăшу пама васкать ял-саларах тĕпленнĕ медицина ĕçченĕ. Çакăншăн хаклаççĕ те ăна вырăнта.

Анчах та паян çĕршывра пуçламăш медицина çине пысăк тимлĕх уйăрнă тапхăрта Юнтапа ял тăрăхĕнче пурăнакансем ку тĕлĕшпе йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Çакна иртнĕ уйăхра редакци почтине килнĕ çыру та, ял çыннисен темиçе шăнкăравĕ те çирĕплетет.

- Чи малтанах сире ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕ тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчи медицина сестрин пĕлтерĕшне палăртасшăн. Пирĕн шутпа, вырăнти медицина ĕçченĕн ял çыннипе профилактика ĕçĕсене ирттермелле, вăл шутра прививка тумалла, вăл е ку чиртен сывалнă чухне тухтăр çырса панине мĕнле пурнăçланине сăнамалла, тухтăр умĕнхи васкавлă пулăшу парасси те фельдшерсемпе медицина   сестрисем çинче. Анчах та Юнтапа тăрăхĕнче пурăнакансем çак ансат медицина пулăшăвĕ- семпе хăçан усă курнине те ас тумаççĕ. Хăтлă та илемлĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ тахçантанпах хупă ларать. Медсестра та çук, çитменнине тата врач та уйăх ытлашшипех пирĕн тăрăха килсе курăнман. Юнтапари медицина офисĕ хăçан ĕçлеме пуçлĕ-ши? Ку тăрăхра пурăнакансене хăçан медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме пуçлĕç-ши? - хĕрÿленсех калаçрĕç телефонпа шăнкăравланă хĕрарăмсем. Автотранспорт тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем пулнăран кулленех район центрне çÿрейменнине те палăртрĕç вĕсем. Сывлăх хавшасан укол тутарма та май çуккине, ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен, анчах та хăй тĕллĕн вĕреннисене куллен укол тутарма тивнине пĕлтерчĕç. Ку ыйтăва вара Юнтапасем тин çеç хускатмаççĕ-ха. Элĕк больницин тĕп тухтăрĕ патне те кĕрсе тухнă, район ертÿçисем хутшăннипе иртнĕ канашлусенче те темиçе те хускатнă. «Эпир калани, ыйтни шыв çинче сенĕкпе çырни çеç пулмалла», - юлашкинчен пĕтĕмлетрĕç пулăшу ыйтса шăнкăравланă çынсем.

Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕлĕшпе Юнтапа тăрăхне çул тытатăп. Чи малтанах кунти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне çитсе килетĕп. Медицина учрежденийĕн стени çинче çырса çапнă ĕç графикĕпе килĕшÿллĕн кунта кам та пулсан пулмаллах. Анчах та алăка чăнахах та çăрапах питĕрнĕ. Лавккаран таврăнакан аслăрах ÿсĕмри пĕр хĕрарăм: «Хĕрĕм, кунти тухтăрсем тахçанах чирлисене йышăнма пăрахнă ĕнтĕ. Галина Григорьева санитарка çеç алăка уçса хупса пÿлĕмсене уçăлтарать. Акă, паçăр çум курăкне çумласа кайрĕ. Вăл кунти тирпейлĕхе пăхсах тăрать», -  терĕ те малалла утрĕ вăл.

Тĕплĕнрех хаçатăн 43 (11959) номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                            Эльвира КУЗЬМИНА.



11 июня 2020
08:50
Поделиться