Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Медалистсем йышлă

Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра вĕренÿ тытăмĕнчи лару-тăру пирки çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хутшăннипе иртнĕ канашлура май уйăхĕнчех РФ Çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов шкулсенчен тăххăрмĕш тата вун пĕрмĕш классенчен тухакансене июнĕн 15-мĕшĕнче аттестат парса пĕтерессине пĕлтернĕччĕ.

Çакна тĕпе хурса ĕнер районти вĕренÿ учрежденийĕсенче те шкул пĕтерекенсене вĕренÿ витĕр тухнине палăртакан тĕп документа пачĕç. Районти вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 9-мĕш класран 175-ĕн тухнă. Вĕсенчен 11-шĕ вĕренÿре ăс-хакăл çивĕчлĕхĕпе палăрнăран ыттисенчен уйрăлса тăракан аттестатсене тивĕçнĕ. «Пиллĕк» паллăпа пĕтернисем Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта 8 ача пулнă пулсан, Юнтапара - 2, Мăн Вылăра 1 вĕренекен.

Вун пĕрмĕш класран районта 84 шкул ачи тухнă. Вĕсенчен 13-шĕ вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Çак хисепе тивĕçнисем Элĕкре 8-ăн, Питĕшкассинче - 2, Тавăтри, Юнтапари, Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулсенче пĕрер вĕренекен.

Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта 11-мĕш класран вĕренсе тухакансене аттестат панă саманта каччăсеме хĕрсен асĕнче хăвармаллах йĕркелеме тăрăшнă. Шкул умне Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсене вырнаçтарнă. Çав вăхăтрах хăрушсăрлăх йĕркисене те манман. Ачасем те, класс ертÿçисем те, шкул директорĕ Владислав Волков та маскăсем тăхăннă. Район пуçлăхĕ, çав вăхăтрах асăннă шкулта истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентекен Эдикт Волков та çак мероприятие хутшăнчĕ.

- Асра тытăр, паянтан пурнăçăн анлă сукмакĕ çине тухакан, шкулпа сыв пуллашакан ачасем хушшинче нихăшĕ те япăххи çук. Сирĕнтен хăшĕ-пĕри вĕренÿре ăс-хакăл çивĕчлĕхĕпе палăрчĕ пулсан, теприсем спортра, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем турĕç, шкул ят-сумне çÿле çĕклерĕç. Çавăнпа та кашниех хаклă эсир пирĕншĕн. Пурне те ăнăçу сунатăп, - сăмах илнĕ май мĕнпур вĕренекене хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртме ырлăх сунчĕ Владислав Константинович.

Эдикт Волков вара йывăрлăхран хăрамасăр аслă пĕлÿ илме палăртнă вĕренекенсене Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем витĕр ăнăçлă тухма сĕнчĕ. Вун пĕрмĕшĕнчен Элĕкрен 34 ача вĕренсе тухать пулсан, вĕсенчен 28-шĕ ăс-хакăл тĕрĕслевне хутшăннине пĕлтерчĕ. Тепĕр 6-шĕ те ятарлă професси пĕлĕвĕ илсе пурнăçра хăйсен çул-йĕрне тупасса шаннине палăртрĕ. Аттестатпа пĕрлех палăрнисене дипломсемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç.

Вячеслав Барашов, Даниил Ефремов, Дмитрий Петров, Анастасия Волкова, Карина Волкова, Марина Иванова, Валерия Шлябина, Стефания Харитонова ылтăн медале тивĕçрĕç. 

Э.ЭЛИНА.



16 июня 2020
11:04
Поделиться