Ветеринари службин йăли-йĕрки çирĕп

Çу кунĕсем çитнĕ май ума пысăк задачăсем тухса тăчĕç. Ял ĕçченĕсемшĕн уйрăмах хĕрÿ кунсем. Çав шутра ветеринари ĕçченĕсемшĕн те. Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел, сывă пăхса усрас тесен кулленех вăй хумалла-çке.

Тĕрĕссипе, яваплă тапхăрĕ иртерех те пуçланнă-ха. Диагностика тĕпчĕсем валли, ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕхне ерекен чирсене, çавăн пекех уйрăмах хăрушă чирсене хирĕç иммунизаци тума материал суйласа илессипе тимленĕ. Паллă ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче чир-чĕр енĕпе тивĕçлĕ лару-тăру туса хурасси - ветеринари службин тĕп тĕллевĕ.

Ăнăçлăхĕ вара профилактика ĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçланинчен нумай килет. Чăваш Ен патшалăх ветеринари службин «Элĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци» бюджет учрежденийĕн тĕп ветеринари врачĕ Валерий Афанасьев пĕлтернĕ тăрăх, специалистсем ку енĕпе пысăк вăй хураççĕ. Вĕсем тĕрлĕрен препаратсемпе профилактика мероприятийĕсене пурнăçлаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче, килти хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх сахал мар. Вĕсене пăхса тăрассипе ĕç хушăнсах пырать. Любовь Ивановская ертсе пыракан Элĕкри ветеринари лечебницин ĕçĕ-хĕлĕ, сăмахран, куç кĕретех. Кунти ĕçченсем нумай яла пăхса тăраççĕ. Пĕр-пĕр мероприяти ирттермелле-и - ир-ирех çитеççĕ вĕсем ял çыннисем патне. Кун пек чухне халăхран та маларах вăранса ĕçе кÿлĕнме хăнăхнă ĕнтĕ. Игорь Ильин, сăмахран, Янкурас ялĕнчен мотоциклпа вĕçтерсе килет. Ирина Кириллова вара Çулавăçранах çитет. Кусем - опытлă ветеринари фельдшерĕсем. Нумай çул вăй хурса хура-шурне те курнă тейĕн, Ирина Кириллова, сăмахран, малтанхи утăмсене тăван кĕтесĕнче тунă. Вăл Çулавăç тăрăхĕнче тăрăшсах ĕçлетчĕ. Кунти фермăри выльăхсен сывлăхĕшĕн тăрăшатчĕ. Килти хуçалăхсем çине те тимлĕх уйăрсах тăратчĕ. Чун-чĕреллĕ ĕçчен халĕ, авă, ветеринари станцийĕнче ырă тĕслĕх кăтартать. Игорь Леонидовичпа Ирина Владимировна фельдшерсем ĕçленине сăнама та кăмăллă. Ĕнесен юнне илнĕ çĕрте çаврăнăçуллă та сăпайлă пулчĕç вĕсем. Ку ĕç питĕ пĕлтерĕшлине те каларĕç вĕсем çынсене. Çапла майпа бруцеллез, лейкоз тĕлĕшпе тĕпчеççĕ-мĕн выльăхсене, туберкулеза вара аллерги енĕпе тишкереççĕ. Специалистсем ĕнесен юнне илнипе пĕрлех куçĕсене те сиплерĕç. Каллех кирлĕ мероприяти - çуллахи шăрăх кунсенче шăна-пăван тапăннипе куç сиенленесрен сыхлать.

Çапла выльăхсен хуçисен профилактика ĕçĕсене ирттерни питех те кирлине ăнланни те кирлех çав. Ку енĕпе районти тĕп ветеринари врачĕ ĕç-хĕле уçăмлатнине темиçе те асăрханă-ха.

- Хăш-пĕр чирсем выльăхшăн кăна мар, çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çĕпĕр мурне, уртаракан чире хирĕç çулленех вакцинаци тăватпăр. Çакна та палăртмалла, ĕнесене уя кăлариччен вакцинаци турăмăр. Мĕншĕн тесен çак чир тăпра урлă та ерме пултарать. Çавăн пекех çынна сиенлеме пултарасси те паллă. Ку инкек чирлĕ выльăх урлă кăна мар, унăн виллине чавса пытармасан та пулма пултарать. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕхе пытарнă масарсенче кĕтÿ çÿретме, утă çулма, тăпра илме те юрамасть. Çĕпĕр мурĕ шыва лекни те хăрушă, - пĕлтерчĕ Валерий Михайлович.

Вăл каланă тăрăх, выльăх хуçипе продукци кăларакансен пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Выльăхсене сывă пăхса усрассипе, лайăх пахалăхлă выльăх-чĕрлĕх продукчĕ туса кăларассипе хуçалăх тата ветеринари мероприятийĕсене пурнăçа кĕртсех пымалла. Çавăн пекех ветеринарипе санитари, зоогигиена йĕркисем те çирĕп ыйтаççĕ. Хальхи çу кунĕсенче сĕт ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Ку продуктăн пахалăхĕ тивĕçтерет-и-ха? Çавна тишкерес тесе ветеринари службин ĕçченĕсем çула тухаççĕ. Кăçал ку таранччен чылай тĕслĕхе тĕрĕсленĕ. Шел пулин те, лайăххипе пĕрлех пăшăрхантараканни те юнашар. Хăш-пĕр килти хуçалăхсем яваплăха туймаççĕ-мĕн. Паянхи пурнăç ыйтнине пăхăнасшăн мар. Кунта, паллах, сĕт пухакансен айăпĕ те пур. Вĕсем хăйсен хатĕрлевçисенчен çирĕп ыйтмаççĕ. Кусем енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнни те ытлашши пулас çук.

Кун-çул таппи малаллах чĕнет. «Симĕс ĕççи» вăхăчĕ те çитрĕ. Ăна кĕтсе хатĕрленÿ ĕçĕсем чылай çĕрте ăнăçлă иртрĕç. «Новый путь» хуçалăхра, сăмахран, сенаж-силос траншейисене дезинфекцилессине йĕркелерĕç. Паллах, ветеринари станцийĕ пулăшнипе. Предприятире ку енĕпе ятарлă ушкăн ĕçлет.

- Районти выльăх-чĕрлĕх фермисемпе комплекссене пăхса тăрассипе ĕçлеме пуçланăранпа вун пилĕк çул та çитрĕ. Районта çитмен вырăн юлмарĕ. Çурт-йĕре шуратса дезинфекцилесси чун туртăмĕ пулса тăчĕ. Ятарлă специалистпа пĕрле ку енĕпе çула тухма яланах хатĕр, - терĕ Леонид Андреев водитель.

Ку хутĕнче ятарлă отряд Мăн Шĕвĕш комплексĕнче тимленĕччĕ. Юлашки вăхăтра дезинфекци ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме Игорь Ильина шаннă. Хастар фельдшер ку тивĕçе те тÿрĕ кăмăлпах пурнăçлать. Объектран объекта çитсе кирлĕ те усăллă ĕç туни уншăн киленÿ те тейĕн. Дезинфекци туни мĕн тери кирлĕ те усăллă тата. Чир-чĕр хăрушлăхне чакарать. Выльăх-чĕрлĕхе кирлĕ пек аталанса ÿсме услови туса пани те лайăхах. Шăпах çавăншăн вăй хурать те районти ветеринари служби. Выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн нумай енлĕ ĕçлени пархатарлă.

Елена ТИМОФЕЕВА.



16 июня 2020
11:02
Поделиться