Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрремĕш вырăна тухнă

Потребительсен обществин регионти союзĕсем хушшинчи «Ĕç-хĕл отраслĕсене ăнăçлă аталантарнăшăн» Пĕтĕм Раççейри ăмăрту кăтартăвĕсем тăрăх, пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн Чăвашпотребсоюза 2019 çулшăн пĕрремĕш вырăн панă.

Регион союзĕсен ĕçĕ-хĕлĕн рейтинг хаклавĕн кăтартăвĕсене пăхса тухса, Раççей Федерацийĕн Центросоюз Канашĕн президиумĕ Чăвашпотребсоюза темиçе номинаципе пĕр харăсах призлă вырăнсем панă. Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле, ваккăн суту-илĕве аталантарнăшăн, пĕрлештернĕ хатĕрлевсене хутшăннăшăн, производство, хатĕрлев ĕçĕсене, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессине аталантарнăшăн пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Пурлăхпа техника никĕсне упраса хăварнăшăн тата аталантарнăшăн, пайщиксемпе хастар ĕçленĕшĕн иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Атăлçи федераци округĕ тăрăх пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн та пĕрремĕш вырăн йышăннă.

2019 çулта Чăвашпотребсоюз ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 10,4 млрд. тенкĕпе танлашнă. Хатĕрлев çаврăнăшĕ 1 млрд. тенкĕ-рен иртнĕ. Пурлăхпа техника никĕсне аталантарма 220 млн. тенкĕ ытла хывнă. Налуксене 753 млн. тенкĕ тÿленĕ. Чăвашпотребсоюз Раççей потребительсен кооперацийĕнче икĕ теçетке çул ытла малти шутланать. Малти вырăнсене тухнă май куçса çÿрекен ялава тата свидетельствăсене Раççей Федерацийĕн потребительсен обществин представителĕсен çывăх вăхăтра иртекен пухăвĕнче парĕç.

(Хамăр инф.).



19 июня 2020
12:58
Поделиться