Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

#ВрачсенеТав акцие хутшăннă

Район администрацийĕ çумĕнчи çамрăксен правительстви #ВрачсенеТав акцие пĕрлешнĕ те професси уявĕ ячĕпе саламланă.

- Тăвансен тата çывăх çынсен ăшăлăхĕ, юлташсем тата ĕçтешсем пулăшни хальхи çăмăл мар кунсенче, куç хупмасăр ирттернĕ каçсенче вăй-хал хуштăр, - тенĕ. Çавăн пекех нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, хальхи пурнăçа тата малашлăха шанма, чун-чĕре лăпкăлăхĕ, ăнăçу суннă.

- Хăвăр ĕç сире савăнăç кăна кÿтĕр, вăй-халăр ан чактăр. Коронавирус сарăлнă вăхăтра пандемипе кĕрешес енĕпе эсир малта пыратăр. Хăвăр тивĕçе пĕлсе, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр. Сире пархатарлă ĕçшĕн, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕхшĕн тав, - тенĕ çамрăксем сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене.

Е.ИВАНОВА.



23 июня 2020
08:26
Поделиться