Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сиплĕ курăк пухатăн - эмел хатĕрлеме хутшăнатăн

Потребительсен кооперацийĕн тытăмĕнче вăй хуракансемшĕн кăçал паллă çул - 100 çулхи юбилей. Уява тивĕçлипе кĕтсе илесси - ырă йăла. Элĕкри райпо кун енĕпе юлса пыма хăнăхман. Çавна кулленхи ĕç-хĕл те кăтартать.

«Коопзаготпром» пĕрлешÿ çулленех малалла ăнтăлать. Халĕ те, авă, картишне пырса кĕрсенех ĕç шавĕ тыткăнлать. Кунти ĕçченсем сиплĕ курăксем хаклă чĕртавар пулнине тĕпе хураççĕ. Ăна ытларах хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Чăнах та, ал айĕнчи йÿнĕ те паха ырлăх-пурлăха мĕншĕн пухас мар-ха; Мĕн тери пуян Элĕк ен тавралăхĕ. Йывăç-курăка илсен - мĕн тĕрли кăна çук-ши? Усăллисем, сиплисем те тĕрлĕрен. Çавсене кирлĕ пек пухни, чĕр тавар янтăлани - пархатарлă ĕç. Элĕксем вара ку енĕпе çулленех ырăпа палăраççĕ. План-заданисене чыслăн пурнăçласа республика, Раççей шайĕнче те мала тухаççĕ. Ăнăçлăхĕ хальхи хĕрÿ вăхăтра мĕнле ĕçленинчен нумай килет. Вăй хума вара майсем çителĕклĕ.

Пĕрлешÿ территорийĕнчи склад-сушилка меллĕ.  Иккĕмĕш хутĕнче стеллажсем талккăшпех. Вĕсем çине эмел курăкĕсене сарса тухнă. Ытларахăшĕ - вĕлтĕрен. Вентиляци тытăмĕ пĕр тикĕс ĕçлет. Çавна май курăкĕ те часах кушăхать, типет те. Опытлă ĕçченсем Зоя Никифоровăпа Алевтина Никифорова курăксен массине тавăрассине те йĕркеленĕ.

Ĕç конвейерĕ малаллах шăвать. Типсе çитни склад-сушилкăн аялти хутне куçать. Часах преслакан машина «аллине» те лекет. Кармал Тенирен кунта ĕçе çÿрекен Сергей Викторов агрегата пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Вăл ятарлă техника витĕр тухнă чĕр тавара ăсатма хатĕрлессипе те тимлет. Ĕç технологийĕ килĕшÿлли те куçкĕрет. Сулхăнра кушăхтарса типĕтнĕ сиплĕ курăксем, паллах, пахалăхне çухатмаççĕ. Унччен вара чĕр тавара хĕвел питĕнче типĕтни те пулнă. Халĕ ку çитменлĕхрен хăтăлнă ĕнтĕ. Вентиляци меслечĕпе анлă усă курни ĕç-хĕле хăвăртлатать те. Пресланă эмел курăкĕсене типтерлĕн михĕлеççĕ.

- Ку таранччен чĕрĕлле вĕлтĕрене 10 тонна пухнă, 2 тонна типĕтсе пресланă. Черетре - шапа хупаххи, шĕпĕн курăкĕ, чăрăш тăрри, Иван-чай, чĕре курăкĕ тата ыттисем те, - пĕлтерчĕ нумай çул вăй-хала шеллемесĕр тăрăшакан Зоя Никифорова склад заведующийĕ.

Вăл хăш-пĕр чăрмавсене те асăнчĕ.

- Çумăрлă кунсем чылай пулнăран ĕç-хĕле вăхăтрах тытăнма май пулмарĕ. Халĕ, утçине кĕрсе кайнă май, эмел курăкĕсене пухакансем сахалланчĕç. Юрать-ха, ĕçе чун-чĕререн парăннисем те пур, - терĕ вăл.

Чи хастаррисем вара çаксем иккен - Уйкас ялĕнчи Алиса Федорова, Тимĕрçкассинчи Галина Яковлева, Элĕкри Ливерий Васильев, Мăн Йăлкăшри Иван Степанов, Анатри Хурасанти Александр Васильев. Шкул ачисенчен Çулавăç ялĕнчи Наталия Федотова тата Софья Самойлова тăрăшуллă иккен. Мăн Ямашри Геннадий Савельев та çут çанталăка юратни палăрнă. Эренар ялĕнчи Ярослав Павлов та сиплĕ курăксем пухма кăмăллать-мĕн. Сăмах çине Элĕк салинче пурăнакан Анатолий Порфирьев та çитрĕ.

- Шапа хупаххине типĕтсех килтĕм. Халĕ çул курăкĕ хатĕрлессипе тăрăшатăп. Ăна та типĕтсех янтăлатăп, - пĕлтерчĕ вăл.

Водительте çур ĕмĕр вăй хунăскер нимĕнле ĕçе те тиркемест иккен. Вăл  районти культура ĕçĕн тытăмĕнче кăна вăтăр ултă çул ытла тимленĕ. Пур йышши машинăпа та çÿренĕ хастарскер. Юлашки вăхăтра, акă, Элĕк вăтам шкулĕнче ачасене автобуспа турттарать. Пушă вăхăт тупăнать-и - эмел курăкĕ пухать вăл. Кăçал вĕлтĕрен те чылаях хатĕрленĕ.

Пархатарлă ĕçре райпо водителĕ Алексей Ефимов та ырă тĕслĕх кăтартать. Вăл ку хутĕнче «Газель» автомашинăпа çут çанталăк ырлăхне Ишпарайкка ялĕнчен чылаях турттарса çитрĕ. Сиплĕ курăксене Сергей Лаврентьев пухса хатĕрленĕ иккен.

- Эмел курăкĕ пухас ĕçе магазинсем те хутшăнаççĕ. Ку енĕпе Хурăнсурти, Шĕмшешри тăрăшуллă. Çапла Алена Егорова, Марина Удиванова магазин заведующийĕсем пуçарулăх кăтартаççĕ, - каласа пачĕ «Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят илнĕ Зоя Алексеевна.

Эмел курăкĕ пухакансене тавар, укçа парса хавхалантараççĕ. Апла пулсан, ÿркенменнисем, тăрăшуллисем чылаях ĕçлесе илме пултараççĕ. Çакна та асăнмасăр иртеймĕн. «Коопзаготпромра» - пысăк мар йыш. Кашниех тăрăшуллă. Çавна май умри ĕмĕт-тĕллев пурнăçа кĕрет. Хатĕрлев ĕçĕсем сарăлса, вăй илсех пыраççĕ. В.Филимонов ертсе пыракан коллектив кивĕ хут, ĕне выльăх тирĕ тата ыттине пухассипе те ĕçлет.

Елена ТИМОФЕЕВА.



26 июня 2020
14:58
Поделиться