Вырăна пырсах сасăлав йĕркелеççĕ

Ĕнер районти 39 участокра Раççей Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессипе тĕп сасăлав кунĕ умĕнчченхи сасăлав пуçланчĕ. Çакă санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕпе çыхăннă, сасăлав участокĕсенче çынсем харăсах нумаййăн пухăнса ан кайччăр тесе тăрăшаççĕ.

Истори аталанăвĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăма хутшăнас тесе эпĕ те хама çирĕплетнĕ 201-мĕш №-лĕ суйлав участокне çитрĕм. Комисси членĕсем тÿрех кĕлетке температурине виçрĕç, алла антисептикпа сирпĕтрĕç, ун хыççăн перчеткепе маска, ручка илме сĕнчĕç. Çакăн хыççăн кăна эпĕ паспортпа комисси вырнаçнă сĕтел умне пыма пултартăм. Ятарласа уйăрнă кабинкăна кĕрсе бюллетеньре хамăн шухăша палăртнă хыççăн ăна ешчĕке ятăм.

Çак вăхăтра залра çынсем йышлăн пулмарĕç. Комисси членĕсем палăртнă тăрăх, сасăлама кăмăл тăвакансем тăтăшах килсе каяççĕ, черет тăни хальлĕхе çук.

Элĕк шкулĕнче вырнаçнă 204-мĕш суйлав участокĕнче те ĕç хĕрсех пыратчĕ. Комисси членĕсемпе сăнавçăсем 10 сехет иртсен ялсене тухса çÿреме палăртнă. Ĕнер вĕсем Асамат ялĕнче пулчĕç. Ирина Николаева сăнавçă пĕлтернĕ тăрăх, кунта сасăлама килекенсем чылаййăн пулнă, анчах никам та пĕр-пĕрне чăрмантарман. Ял çыннисем вырăнсене тухса сасăлама майсем туса панине ырлаççĕ. Ял çыннишĕн хĕрÿ вăхăт пырать-çке – утă типĕтмелле, тата уçă сывлăшра инфекци ертес хăрушлăх çукки те чунра лăпкăлăх çуратать.

Тĕп суйлав кунĕ июлĕн 1-мĕшĕнче иртет, апла пулин те Элĕксем çĕршывăн Тĕп саккунне тÿрлетÿсем кĕртессипе хăйсен шухăшне иртерех те палăртма пултараççĕ. Пĕлтерĕшлĕ ĕçе кая хăварас марччĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.



26 июня 2020
15:01
Поделиться