Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ

Июнĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин власть органĕсен эрнесеренхи планеркăра Чăваш Енри Тĕп Суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, суйлавçăсем валли пур услови туса панă. «Участокри суйлав комиссийĕсем хăйсен ĕçне туллин пурнăçласа пыраççĕ. Хальлĕхе вăтам кăтартупа пыратпăр - кунне 10 процент. Тăватă кун хушшинче суйлавçăсенчен 40,16 проценчĕ сасăланă. Çакă çĕршыв-ри чи пысăк кăтарту мар, анчах чи пĕчĕкки те мар. Пĕтĕмĕшле вăтам кăтартуран пысăкрах», - тенĕ вăл.

Районти кăтарту та паллă. Пурĕ ĕнерхи кун тĕлне Тĕп сасăлав умĕнхи тăватă кун хушшинче районти суйлавçăсенчен 61 проценчĕ сасăланă.

Çак кун маншăн та пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ, мĕншĕн тесен эпĕ те яваплăха туйса сасăлава хутшăнтăм. Пĕтĕм Раççейри сасăлав хамăр пурнăçăн малашлăхĕ çине ырă витĕм кÿрессе шанатăп. Çавна май хама çирĕплетнĕ 203-мĕш номерлĕ сасăлав участокне кайрăм. Вăл Элĕкри «Меркурий» бизнес-инкубаторта вырнаçнă. Кунта çитнĕ-çитменех манăн ÿт температурине виçрĕç. Алăсене антисептикпа сирпĕтрĕç, суйлавçăсем валли ятарласа хатĕрленĕ перчетке, маска тата ручка сĕнчĕç. Ун хыççăн суйлав комиссийĕ патне те çитрĕм. Кунта çывăха пыма юрамасть. Паспорта та хам алăпах метр çурăран уçса кăтартрăм. Çакă йăлтах тĕнчипе сарăлнă чир-амак пĕр-пĕрне ертесрен сыхланассипе çыхăннă. Акă бюллетень те алăра. Куç умĕнче малашлăхри пурнăçа палăртакан тĕп ыйту тейĕпĕр. Фойере черет тăракан та, хыçран хăвалакан та çукран эпĕ васкамасăр хуравне суйларăм. Хыççăн ешчĕке кайса ятăм. Унта бюллетеньсен йышĕ сахал курăнмарĕ-ха. «Эппин, çынсем хастар хутшăнаççĕ-ха сасăлава», - явăнчĕ пуçра шухăш. Акă икшерĕн килнисене пĕр-пĕрин хыççăн палăртнă дистанцире тăма хушаççĕ комиссире ларакансем. Унсăрăн йĕркене пăсни пулĕ.

Комисси сăнавçинче Элĕк вăтам шкулĕнче вĕрентекен Олеся Петрова пулчĕ. Вăл çак кун сасăлав ирхине вăхăтра пуçланнине те палăртрĕ. Унсăр пуçне комисси членĕсем сасăлама килнисене санитарипе эпидемиологи йĕркисене çирĕп пăхăнма ыйтнине те асăнмалла. Алла сирпĕтмелли, сасăламалли, чиртен сыхланмалли хатĕрсем пĕтĕмпех пур. Хыççăн вара Элĕк салинчи «Россельхозбанк» çурчĕ çумĕнчи палăртнă вырăна çула тухрĕç. Герцен, Чапаев урамĕсенче пурăнакансене сасăлама майсем туса пачĕç.

Тавăт ял тăрăхĕ: Канмалли кунсем пулин те ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕç вĕсем, мĕншĕн тесен граждансем хăйсен тивĕçне пурнăçларĕç - РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессипе сасăлава хутшăнчĕç.

223-мĕш суйлав участокĕнче те ĕç хĕрÿ. Çак тапхăрта сывлăха сыхлассипе мĕнпур мероприятие туса ирттереççĕ, сыхă пулмалли хатĕрсемпе усă кураççĕ. Кĕçĕн Тăван ялĕнче те çĕнĕ коронавирус чирне сарăлма май парас мар тесе пĕтĕм хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнаççĕ. Ку суйлав участокне те çавна май мĕн кирлипе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне çынсем сасăлава килсе пухăнасран вырăна тухса сасăлаттарассине те йĕркеленĕ. Кашни сасăлакана санитарипе эпидемиологи йĕркине пăхăнма сĕнеççĕ. Çапла майпа çынсем килтен аякка каймасăрах тата суйлав участокне пырса çÿремесĕрех сасăлама пултараççĕ. Суйлав комиссийĕн членĕсем çавна май графикпа килĕшÿллĕн тухса çÿреççĕ. Ялти кашни урама çитеççĕ. Çак кунсенче вĕсем Томкино, Свердлов, Первомайски, Çамрăксен урамĕсенче пулчĕç.

Çывăха пымасăрах кашни сасăлавçăн кĕлетке температурине виçеççĕ, сыхланмалли хатĕрсем параççĕ: кашнине ручкăпа, перчеткепе, маскăпа тивĕçтереççĕ, алăсене антисептикпа сирпĕтеççĕ. Комисси членĕсем те, сасăлавпа çыхăннисем пурте харпăр хăй хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă кураççĕ. 

Çакна та палăртмалла: çак кунсенче Пĕтĕм тĕнчери Çамрăксен кунĕ те иртрĕ. Çавна май шăматкун сасăлама пынисен йышĕнче çамрăксем пулни те пĕлтерĕшлĕ. Çамрăк çемьесем те аякран юлмарĕç çак пĕлтерĕшлĕ кунран. Вĕсем çак сасăлава хутшăнни пысăк шанăç çуратнине палăртаççĕ. Конституцири улшăнусем пурнăç условийĕсене татах та лайăхлатасса шанаççĕ. Уйрăмах çамрăк ăруран пурнăç малашлăхĕ килнине аванах ăнланать сасăлава хутшăннă пĕчĕк ачаллă çамрăк мăшăр.  

А.СИЛИВЕСТРОВА.

 



30 июня 2020
10:25
Поделиться