Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мăнвылăсем - малтисен ретĕнче

Çурхи ака-суха тапхăрĕ хыççăн вăхăтлăха шăпланнă уй-хир каллех техника шавĕпе тулчĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра ешĕл курăк çулаççĕ. Утă, сенаж-силос хатĕрлеме палăртнă.

- Çу кунĕсенче канма вăхăт çук. Ака-суха ĕçĕсем вĕçленсенех выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçламалла. Ял хуçалăх культурисене акса хăварнипех лăпланаймăн. Вĕсене агротехникăна пăхăнса пăхса ÿстермелле. Çавна май çĕре пулăх тăварне хывмалла. Чир-чĕрпе хурт-кăпшанка хирĕç, çумкурăкне пĕтерес енĕпе те çине тăмалла, - палăртать хуçалăх ертÿçи Светлана Порфирьева.

Çапла, кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Хăвăртлăх, пахалăх тĕп вырăнта пулмалла. Кая юлсан каю шăтать-çке. Ку енĕпе вĕрентме кирлĕ мар ĕнтĕ Светлана Александровнăна. Вăл яваплăха туйсах тăрать, тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Хăйĕн ĕçченĕсенчен те çавнах ыйтать. «Симĕс ĕççинче», авă, ĕç вĕресе кăна тăрать. Аслă çул хĕрринчи нумай çул ÿсекен курăксен уйĕ хÿхĕм ешернĕ. Курăка çулнă çĕрте Эдуард Андачков агрегачĕ хастар ĕçленĕ. Типĕтнĕ курăка преслассине те йĕркеленĕ. Пысăк лаптăкра рулонсем те чылаях тухнă. Вĕсене ферма çывăхне турттарса типтерлĕ купалаççĕ. Утă-улăм ытлă-çитлĕ пуласса шанаççĕ. Тырă-пулă уйĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс евĕр хумханаççĕ. Кусем пысăк тухăç парасси куç кĕретех. Уй-хир ырлăх-пурлăхран пуян пулсан выльăх-чĕрлĕх те тутă пулĕ. Мăнвылăсем ку енĕпе кирлĕ пек ĕçлеме тахçанах хăнăхнă.

Хуçалăхра малта пыракансен опытне тĕпе хурса вăй хураççĕ. Ĕнесен вити ĕçе кайнăранпа сакăр çул та çитнĕ. Унта выльăх-чĕрлĕхе пăхса усрама пур услови те çителĕклĕ. Аслă та пысăк çуртра механизаци анлă çул хывнă. Выльăх пăхакансен ĕçĕ те палăрмаллах çăмăлланнă. Çавна май пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тăваççĕ. Хăтлă витене вĕтетнĕ ешĕл курăк тиенĕ трактор пырса кĕрет те апата хăех валеçсе парать. Константин Порфирьев агрегачĕ кулленех çапла ĕçлет. Выльăхсене симĕс массăпа тивĕçтерсех тăрать. «Сĕтел» çине хурса панине ĕнесем питĕ кăмăллаççĕ тейĕн, ытлах çинчĕклемеççĕ, пĕтĕмпех çисе яраççĕ. Кун йĕркине çирĕп пăхăнасси йăлана кĕнĕ. Вăхăтра тăрантараççĕ, шăвараççĕ теме юрать. Шывĕ вара выльăхсем умĕнчен татăлмасть, мĕншĕн тесен автопоилка лайăх ĕçлет. Рациона кирлĕ пек тытма тăрăшаççĕ. Концентрат ытлă-çитлех уйăраççĕ. Çу кунĕсенче ĕнесем ытларах уйра. Ферма çумĕнчех ятарласа уйăрнă нумай çул  ÿсекен курăксен лаптăкĕ. Кунта выльăхсене электрокĕтÿçĕ «пăхать». Çав хушăрах ĕнесене дежурнăй доярка та асăрхать. Уйра çÿретнипе пĕрлех ир-каç тăрантарассине те йĕркеленĕ. Утă-улăм та параççĕ. Çапла сăвăм хушăнсах пырать. Паянхи куна илсен, кашни ĕне вăтамран 20 килограмм ытла сĕт антарать.

- Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче. Сăвăм хушăнасси тутлăхлă, сĕ-теклĕ апатпа тăрантарнинчен нумай килет. Рационта сенажпа силос пĕлтерĕшлĕ. Çавна тĕпе хурса кăçал кукуруза акса хă- вартăмăр. Унран силос хывма шутлатпăр, - пĕлтерет опытлă ертÿçĕ Светлана Порфирьева.

Кĕтĕве çĕнетсе пымасăр та май çук. Ăратлăх ĕçĕ тĕп вырăнта. Ĕне тума уйăрнисене лайăх пăхасси çине тимлĕх уйăраççĕ. Лайăх ĕнен пăрушĕ те сĕтлĕ пулать тенине асрах тытаççĕ. Сăвакан ĕнесен йышне ÿстерсех пыраççĕ. Иртнĕ çул кăна 5 пуç хушăннă. Фермипе илсен, сăваканнисене 75-е çитернĕ.

Сăвăма ÿстерсе пынипе пĕрлех аш-какайне те ытларах туса илмелле. Çавна май самăртма уйăрнă выльăхсем те çирĕп алăра. Вĕсене пăхса усрассипе Светлана Козлова тăрăшуллă. Çамрăк выльăхсем те шанчăклă алăра. Паллă ĕнтĕ, ăнăçлăхĕ чун-чĕреллĕ  ĕçченсенчен нумай килет. Ĕне сăвакансенчен Валентина Пшанкова ырă тĕслĕх кăтартать. Хуçалăх аталанăвне Станиславпа Юлия Порфирьевсем пысăк тÿпе хываççĕ. Сăпайлă мăшăр шанăçа тÿрре кăларсах пырать. Станислав Константинович, аслă пĕлÿ илнĕскер, пур тĕрлĕ техникăна тухăçлă ĕçлеттерет. Юлия Петровна вара фермăна пултаруллăн  ертсе пырать. Хуçалăхра çĕрĕç культурине пăхăнасси те тĕп вырăнта. Агротехникăна пысăка хурса хаклаççĕ. Кĕрхи çĕртме сухи пысăк тухăç никĕсĕ пулнине асра тытаççĕ. Çур кунĕсем çитсен, кăçал та ака-сухана тĕплĕн хатĕрленсе тухнă. Тырра лайăх çемçетсе хатĕрленĕ çĕре варăнтарнă. Элита вăрлăх пысăк лаптăк йышăнать. Паллах, техника пĕлтерĕшĕ те пысăк. Машина-трактора, кăкарса ĕçлемелли техникăна çĕнетсех тăраççĕ. Çавна районти гостехнадзор инспекцийĕн ертÿçи Константин Майоров та пĕлтерчĕ.

- Хуçалăхра «Беларусь» тракторсем хăватлисем. «ХТЗ» трактор та шанăç кÿрет. Юлашки вăхăтра кăна хăватлă сÿре, культиватор, утă-улăм пресламалли агрегат туяннă. Халĕ ку техника иккĕ таранах. Курăк çулса вĕтетмелли косилкăсем виççĕ.

Тăрăшма, вăй хума майсем çителĕклĕ. Хастар йышра вара ÿсĕм пулатех. Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх ял хуçалăх предприятийĕ республикăри малта пыракан хуçалăхсен шутне кĕнĕ. «Агро-100» клуб йышĕнче Мăнвылăсем. Çитĕнÿ савăнтарать, малалла та ăнăçлă ĕçлеме хавхалантарать. Кăçал та шав малаллах каяссишĕн вăй-хала шеллемеççĕ, кал-кал ĕçлеççĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА.



30 июня 2020
10:24
Поделиться