Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Финиша çывхаратпăр

Кун пекки ку таранччен пулман, пулма та пултарайман – июнĕн 24-мĕшĕнче, республикăн ĕмĕрте пĕрре килекен юбилейне хĕрсе паллă тунă вăхăтра, йăлана кĕнĕ тăрăх йăмăх хĕрлĕ хăюсене касас вырăнне, Чăваш Ен ертÿлĕхĕ Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче çитес пилĕк çуллăхри регион аталанăвĕн стратегине сÿтсе яврĕç. Çакă кăна мар, ку пĕлтерĕшлĕ мероприятире Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевсăр пуçне Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров, Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕ Анатолий Аксаков, «Пĕтĕм тĕнчери регионсен аталанăвĕн центрĕ» хупă акционарлă общество генеральнăй директорĕ Игорь Меламед, программа проекчĕ вăл ертсе пынипе йĕркеленнĕ, çавăн пекех республикăри пысăк предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.

Оперăпа балет театрĕнче иртекен мероприяти пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр тĕслĕх те çирĕплетет, видеоконференцçыхăну мелĕпе иртнĕ ĕçе Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илÿ министрĕн çумĕ Алексей Беспрозванных, генеральнăй директор – «Корпораци «МСП» акционерлă обществăн председателĕ Александр Браверман, «Монохуласен аталанăвĕн фончĕ» коммерцилле мар организацин генеральнăй директорĕ Ирина Макиева тата федераци, çавăн пекех республика ведомствисен ытти чылай ертÿçи, хисеплĕ хăнасем хутшăннă.

Николай Федоровăн служба ĕçĕсемпе васкаса Мускава тухса кайма тивнĕрен Канаш ларăвне ертсе пыракан Анатолий Аксаков пĕрремĕш ăна сăмах пачĕ. Николай Васильевич яланхи пекех хăй Чăваш Енре президент пулнă вăхăтсене аса илчĕ тата Шупашкар хулин ертÿçисене виçеллĕ критиклесе илчĕ. Программа пирки калас пулсан, Николай Васильевич кунта тата та амбициллĕ тĕллевсене курас тенине пĕлтерчĕ тата хăйĕн сăмахне çапла вĕçлерĕ: «Хисеплĕ Олег Алексеевич, эпир сире пулăшма хатĕр». Паллах, «эпир» тенине Николай Федоров саккун тăвакан влаçăн икĕ федераци органне шута илчĕ, чи малтанах - хăйне те.

Олег Николаев, ун хыççăн тухса калаçнăскер, хăйĕн яваплăхĕн калăпăшне ăнланнине палăртса каларĕ. «Эпир пурте те лару-тăрăва чăннипех те тÿрлетес тата кăтарту илес тесе тăрăшатпăр. Ăна пурнăçлас тесен гражданла обществăн пур институчĕсемпе çыхăнса ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ, чи малтанах мĕнпур депутатпа та. Программа çинчен калас пулсан Олег Николаев конкретлă ĕç планне тăвасси тĕп тĕллев пулнине палăртнă». «Пирĕн республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн  хăйне уйрăм планĕ пур, - тенĕ вăл. – Халĕ ăна валли укçа-тенкĕ уйăрма пуçлаççĕ. Паян эпир сÿтсе явакан программа модернизациленĕ верси пулса тăрать тата ăна уйăхра йĕркене кĕртессипе ĕçлĕç. Эпĕ муниципалитет ертÿçисене ăна халăхпа сÿтсе явма сĕннĕ пулăттăм. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен июлĕн 24-мĕшĕнче документа çирĕплетме палăртатпăр. Унăн конкретлă ĕçсен программи пулса тăмалла, мĕнпур программăн тата республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн планне пĕрлештермелле».

Тен, пирĕн программăна 2035 çулчченхи республика аталанăвĕн стратегийĕпе пĕрлештермелле, тен, саккун шайĕнче çирĕплетсе те хăвармалла... Хамăрăн пур вăя пĕрлештернипе кăна, пĕрле кăна эпир паян хамăр умра тăракан тĕллевсене пурнăçлама пултаратпăр».

Ахальтен мар Олег Николаев пур программăна та синхронизацилесси çинчен палăртса каларĕ, мĕншĕн тесен Чăваш Енĕн, Игорь Меламед пĕлтернĕ пек, «стратегилле планланин тата программа аталанăвĕн мĕнпур кирлĕ докуменчĕсем пур». Тĕслĕхрен, 2035 çулччен аталану стратегине çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне Чăваш Республикин  аталанăвне тÿрремĕнех пырса тивекен 23 патшалăх программи ĕçлет. Анчах ку кăна та мар. Республика 52 федераци тата 11 наци проектне хутшăнать. Раççейĕн промышленноçпа суту-илÿ министерствипе пĕрле, вăл Чăваш Енĕн кураторĕн функцине пурнăçлать, республика аталанăвĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн хăйне уйрăм программине  хатĕрлесе çитернĕ.

«Çавăнпа та документ документсен тытăмĕ валли кирлĕ пулман, хамăр валли, тĕрĕс мар аталаннин сăлтавĕсене ăнланас тесе тата хирĕçле тенденцисене пĕтерме конкретлă ĕçсем йышăнма, - ăнлантарчĕ Игорь Меламед. - Çавăн пек документа – Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программине - туса хатĕрленĕ тата паян Аслă экономика канашĕ умне кăларнă.

Федераци ведомствисемпе организацийĕсен представителĕсем: Алексей Беспрозванных, Александр Браверман, Ирина Макиева тухса калаçни пуçланă темăна малалла тăсни пулчĕ, çавăн пекех сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче Федерацин надзор службин ертÿçи Алла Самойлова калаçнă, вăл программа проектне сÿтсе явас ĕçе унччен те хастар хутшăннă пулнă.

Чăваш Республикин юбилейĕпе саламлани тата программăна пурнăçа кĕртес ĕçре пур енлĕ пулăшма хатĕр пулни вĕсем тухса калаçнинче тĕп вырăнта пулчĕ.

Аслă экономика канашне хутшăнакансем каланă кашни сăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ, анчах та Алексей Беспрозванных тухса калаçни уйрăмах интереслентерчĕ. Кунта кĕтни çĕр проценчĕпе тÿрре тухрĕ. Чĕре çине çу сĕрнĕ пекех янăрарĕç сăмахсем: «Пур регионта та промышленноç аталанăвĕн Фончĕн укçи-тенкине çапла пайлаççĕ: 70 процент федераци шучĕпе, 30 процент регион шучĕпе. Эпир вара Чăваш Ен валли унăн пайне 10 процент таран пĕчĕклетрĕмĕр, 90 процентне федераци укçи-тенкипе саплаштараççĕ».

Аслă экономика канашĕ  вĕçленсен правительствăн ку йышăнăвĕ пирки Анатолий Аксаков хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: «Чăннипех те çакăн пек практика пур. Кун пек çăмăллăхпа темиçе регион кăна усă курать. Пирĕн республика та вăл шутра. Чи малтанах çакă Олег Николаева çĕршыв ертÿлĕхĕ пулăшнине тата ăна шаннине пĕлтерет. Унсăр пуçне правительсво Чăваш Ене пулăшма хатĕр пулни, тĕрĕссипе, халĕ те пулăшаççĕ, ку таранччен йышăннă е сÿтсе явакан Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика программине аван хатĕрленине çирĕплетет, пур статйине, пункчĕсене уçăмлă çырнă, апла пулсан пĕр тенкине те усăсăр тăкак- ламĕç».

Ытти чухне хăйне çирĕп тытакан Игорь Меламед та федераци хăнисем тухса калаçнă хыççăн хăйĕн кăмăлне пытарма пултараймарĕ, Чăваш Ене пулăшу парассипе çыхăннă сĕнÿсене «кăмăллă сюрприз» тесе каларĕ.

Лару вăхăтĕнче Анатолий Аксаков Аслă экономика канашне хутшăнакансене тата чĕннĕ хăнасене тепĕр хут экономикăн пĕр саккунне аса илтерни ытлашши пулмĕ терĕ: «Инвестици пулмасан - ÿсĕм пулмасть. Ÿсĕм çук – тупăш çук. Тупăш çук - ĕç укçи ÿсмест тата пурнăç лайăхланмасть».

Паллах, пурте Игорь Меламед хăй доклад тăвасса кĕтрĕç. Чи малтанах Чă-ваш Ен экономикине тÿрремĕнех тишкерме пуçличчен Игорь Ильич программа проектне сÿтсе явасси мĕнлерех пыни çинчен каласа пачĕ. Вăл тÿрех каларĕ: «Малтанах хăшĕсем проекта сиввĕнрех йышăнчĕç. Апрелĕн 24-мĕшĕнче унăн 1-мĕш вариантне тăратнă. Ку вара патшалăх тата муниципалитет влаçĕнчи органсен тата республикăра пурăнакансен пултарулăх вăйне вăратрĕ. Ман практикăра 30 çул хушшинче кун пек сÿтсе явнине аса та илейместĕп. Пирĕн пата 500 ытла сĕнÿ килчĕ. Видеоконференцçыхăну мелĕпе 30 ытла тĕлпулу иртрĕ. Эпир пур сĕнĕве те шута илме тăрăшрăмăр. Çапла вара ытти документсемпе çыхăннă программăна паян сирĕн ума кăларнă».

Игорь Меламед Аслă экономика канашĕн маларахри ларăвĕсенче те Чăваш Республики мĕнле сăлтавсене пула Раççейри кая юлса пыракан  регионсем хушшине кĕни çинчен пĕрре кăна мар каласа панă. Анчах та видеоконференцçыхăну мелĕпе иртекен кашни ларăва пĕр-пĕр темăна е урăх отрасле халалланине пула экономика аталанăвĕн динамикине пур енлĕ тишкерÿ тума май килмен. Халĕ вара программăна сÿтсе явасси финиша çитнĕрен çапла тишкерÿллĕ доклад пулчĕ. Кун çинчен вара çитес номерте каласа парăпăр.

(Малалли пулать).

Алексей КРЯЖИНОВ.



03 июля 2020
15:52
Поделиться