Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Маскăсене улăштарса тăхăнмалла

Хальхи вăхăтра коронавирус чирĕ сарăласран хÿтĕленмелли йĕрке малалла пырать-ха. Вăл шутра маска режимĕ те. Çынсем йышлă çÿрекен вырăнсенче, магазинсенче, автотранспортра ăна хывмалла мар. Чылайăшĕ çапла тăваççĕ те. Анчах та хăшĕ-пĕри çак йĕркене ячĕшĕн çеç пăхăнни сисĕнет. Çăварне хуплас тĕлĕшпе хăлхинчен çаклатса янă та пĕр хутчен усă курмалли е марльăран çĕленĕ маска хуралса кайнă, сÿсленме те ĕлкĕрнĕ. Апла пулин те вăл ăна çыхса çÿрет.

Унсăр пуçне маскăна нумайăшĕ тăхăнаççĕ, анчах та ăна çăварпа пĕрле сăмсине те хуплама тăрăшмаççĕ. Çавăн пек сывлама çăмăлрах пулин те вируса сăмсапа та туртса илнине манмалла мар.

Район больницин инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Юлия Мулюкова пĕлтернĕ тăрăх, медицина маскисене вăхăтра улăштарса тăмалла. Çак профилактика мерине алăсене гигиена тĕлĕшĕнчен таса тытассипе пĕрле туса пымалла. Маскăсене тĕрĕс тата таса тытнинчен те нумай килет. Кун пек эсир хăвăра та, тепĕр çынна та инфекци ертессинчен сыхлатăр.

Асра тытăр, медицина маскисене тăхăннă хыççăн пĕр хут çеç усă курмаллисене тÿрех пăрахмалла е çунтарса ямалла. Маска тăхăннă хыççăн сăмсапа çăвара лайăх хупламалла, пит çумне лайăх çыпăçтармалла, алăсемпе перĕнмесĕр çÿреме тăрăшмалла. Хывнă чухне маскăн çаккисенчен кăна тытма тăрăшăр. Ун хыççăн алăсене те антисептиксемпе сирпĕтмелле е супăньпе тĕплĕн çумалла. Пĕр хутчен тăхăнмалли маскăсене темиçе хут тăхăнмалла мар. Усăллă информаци çăлкуçĕсенчен паллă: пĕр хутчен усă курмалли маскăра ситцăран е марльăран çĕленĕ маскăран бактерисем чылай нумайрах. Халь шутласа пăхăр, енчен те эсир çав маскăна нумай хутчен усă курсан сирĕн унта мĕн чухлĕ вируспа инфекци «пурăнать-ха». Хутлă-хутлă марльăран е пĕр-пĕр ситцăран çĕленине те кашни кун çумалла, утюгламалла.

Çавăнпа та вирусран сыхланас тесен ячĕшĕн çакса янă тата хуралса тĕссĕрленнĕ маска пулăшĕ-ши? Çакă хамăра хамăр улталани çеç мар-ши?

А.КИРИЛЛИНА.   



03 июля 2020
09:51
Поделиться