Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк тăрăхĕнчи йĕркелĕх хуралĕн ертÿçисем

Милици майорĕ Н.Л.Канюков (Çĕнкас Юнтапа) милици службинче 25 çул пулнă. Çав шутран 16 çул виçĕ районта милици уйрăмĕн начальникĕн должноçне йышăннă. Хамăр районта 1954-1961 çулсенче, КПСС райкомĕн членĕ пулма темиçе хутчен суйланнă. Çĕрпÿ районĕнче милици уйрăмĕн начальникĕнче сакăр çул ĕçленĕ.

Милици капитанĕ Т.Н.Степанов (Тени) 1942 çулта Вăрмар районĕн милици уйрăмĕн начальникĕ, 1945-1950 çулсенче çав районтах НКВД район уйрăмĕн начальникĕ пулнă, Куславкка районĕнче те çав должноçпах ĕçленĕ.

Милици майорĕ Г.С.Степанов (Йăлкăш) Мускавра И.В.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Шăпа милици тытăмне илсе çитерет. Тăватă районта: Куславккара, Чурачăкра 1948-1954 çулсенче МГБ-ри район уйрăмĕн начальникĕ, Чурачăк, Муркаш, Тăвай районĕсенче 1954-1962 çулсенче милици уйрăмĕн начальникĕ пулса тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ.

Милици капитанĕ А.Е.Егоров (Анатри Татмăш) 1948-1950 çулсенче Элĕкре, хыççăн Октябрьски, Тăвай районĕсенче милици уйрăмĕн начальникĕ пулнă. Улатăр районĕн милици пайĕн начальникĕн çумĕнче ĕçленĕ. Милици капитанĕ И.Е.Егоров Шуркасси (Этмен ял Совечĕ) 1951-1956 çулсенче Советски (Етĕрне), Комсомольски районĕсенче 1956-1959 çулсенче милици уйрăмĕн начальникĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Милици капитанĕ В.Г.Гаврилов (Шураç) 1945-1953 çулсенче Сĕнтĕр (Муркаш), 1953-1956 çулсенче Шăхасан, 1960-1962 çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕсенче милици уйрăмĕн начальникĕ пулнă. Маларах Элĕкри милици уйрăмĕнче йĕрке хуралçинче ĕçленĕ, хастарлăхпа палăрнă. Милици капитанĕ И.Г.Гаврилов (Çулавăç) Шăмăршă районĕнче милици уйрăмĕн начальникĕнче 1952-1959 çулсенче ĕçленĕ. Канаш хулин милици пайне уголовлă шырав уйрăмне аслă оперуполномоченнăйне куçарнă.

Шупашкар хулин милици пайĕн начальникĕсем пулса пирĕн ентешсем тĕрлĕ çулсенче виççĕн - А.Е.Шихранов, В.Е.Ефимов, В.Ф.Громов ĕçленĕ. Валериан Филимонович çав ĕçре 1961-1966 çулсенче ĕçленĕ. Маларах 1955-1961 çулсенче Тутар Республикинче виçĕ ра- йонта милици уйрăмĕн начальникĕ пулнă. Пенсие тухсан Шупашкарта кĕнеке магазинĕн директорĕнче ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче пирĕн ентешсем ытти районсенче шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче ĕçленисем сахал мар. Милици полковникĕ М.П.Николаев (Тури Юлăш) 1977-1982 çулсенче Етĕрне районĕн шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ пулнă. Мускавра МВД академийĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкара таврăннă, ШĔМ-ин ГАИ начальникĕнче ĕçленĕ, министрăн милици енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 1987-1988 çулсенче Афганистанра çар службинче тăнă. Унтан таврăнсан Шупашкарти вăтам пĕлÿ паракан милици шкулĕн директорĕ пулнă. Хĕрлĕ Çăлтăр, «Герой Афганистана» орденсене тивĕçнĕ.

Милици полковникĕ А.И.Якимов (Чартак) Элĕкри милици уйрăмĕнче 1968 çулта ĕçлеме пуçланă. Елабугăри вăтам милици шкулĕнчен вĕренсе тухсан тăван районта офицерта ĕçлеме пуçланă. Киеври аслă милици шкулĕнчен вĕренсе тухсан Патăрьел районĕн шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ пулса 9 çул, 1988-1997 çулсенче начальникра ĕçлет.

Пирĕн районта чылай çул милици уйрăмĕн, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕсем пулса икĕ çын: милици подполковникĕсем А.А.Москов (Йĕпреç районĕ), 1965-1980 çулсенче, П.З.Исаков  1987-1995 çулсенче ĕçленĕ. Петр Зинонович начальник çумĕнче çичĕ çул ĕçленĕ. Вăл хăйĕн çемйипе Элĕкре 1981 çултанпа пурăнать. Районти полици уйрăмĕн ветеранĕсен организацийĕн ĕçне йĕркелесе пырать. Паян унăн ывăлĕ, полици майорĕ Сергей Исаков Шупашкарта ШĔМ тытăмĕнче 20 çул ытла патруль службинче тăрăшать. Çемьере 3 ача çитĕнет.

Районти милици уйрăмĕн, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕсенче Элĕк тăрăхĕнче çуралнă 4 çын ĕçленĕ, полици уйрăмĕн начальникĕсем виççĕн шутланаççĕ. Пуринчен ытларах милици подполковникĕ П.А.Степанов (Якунекасси) 1997-2013 çулсенче ĕçленĕ. Етĕрне районне полици пайне ертсе пыма куçарнă. 2013-2018 çулсенче Элĕк районĕн полици уйрăмĕн начальникĕ пулса полици майорĕ А.Е.Константинов (Павлушкăнь) ĕçленĕ. Паян çав должноçре Г.В.Лаврентьев  ĕçлет.

Элĕкри милици уйрăмĕнче ĕçленĕ офицерсем, милици подполковникĕ Л.П.Осипов (Хĕрлĕ Чутай, Элĕк кĕрÿшĕ), икĕ районта милици начальникĕнче 14 çул, милици полковникĕ П.В.Лапшин (Елчĕк) виçĕ районта 17 çул шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн должноçне йышăннă.

Геннадий МИХАЙЛОВ,

отставкăри шалти службăн

подполковникĕ, Шупашкар хули.



07 июля 2020
11:20
Поделиться