Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фронтовик судья ячĕпе - мемориал хăми

Июлĕн 3-мĕшĕнче Элĕк салинчи Красноармейски район сучĕн Элĕкри подразделенийĕн çурчĕ умĕнче Совет Союзĕн Геройне Алексей Логинова асăнса мемориал хăмине уçрĕç. Паттăра халалланă астăвăм паллине шăпах Чăваш Республикин Аслă сучĕн пуçарăвĕпе Правосуди çуртне кĕнĕ çĕрте вырнаçтарнă.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Чăваш Республикин Аслă суд Председателĕ Анатолий Петров, Чăваш Енри - Чăваш Республикин Суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ Валентин Воронов, Чăваш Республикинчи Аслă суд председателĕн çумĕ, судьясен Раççей пĕрлешĕвĕсен ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Павел Васильев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ юрисчĕ Николай Яковлев,  Чăваш Республикинчи Красноармейски район сучĕн председателĕ Елена Кольцова, Алексей Логиновăн мăнукĕпе кĕçĕн мăнукĕ, Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн кадечĕсем хутшăнчĕç.

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăр ячĕпе мемориал хăмине майăн 9-мĕшĕнчех уçма палăртнăччĕ, анчах та çивĕч лару-тăрăва пула ăна куçарса пытăмăр. Çитĕнсе пыракан çамрăк ăрăва пирĕн паттăрсемпе паллаштармалла, вĕсем çинчен каласа памалла. Çавăнпа та çакăнта çамрăк кадетсене курма питĕ кăмăллă.  Вĕсен совет халăхĕ тăнăç пурнăçпа телее мĕнле хакпа çĕнсе илнине пĕлмелле. Пирĕн пурин те паттăрсен ĕçне, хăюлăхне асра тытмалла, - терĕ Александр Николаевич.

Акă яваплă тата чи кĕтнĕ самант та çитрĕ. Мемориал хăмине Александр Куликов, ЧР Аслă суд председателĕ Анатолий Петров тата Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнчи кадет класĕн командирĕ Дмит-рий Васильев уçрĕç. Хыççăн кашниех сăмах илчĕ. Вĕсен йышĕнче Сергей Медведев кĕçĕн мăнукĕ те пулчĕ. Вăл тав сăмахĕ каларĕ. Валерий Гордеев мăнукĕ те çак мероприятирен аякра тăрса юлмарĕ. Çамрăк кадетсем паттăр çинчен каласа кăтартрĕç. Унтан Алексей Романовича асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Хыççăн мемориал хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

 

Алексей Логинов 356-мĕш стрелоксен дивизийĕн 1183-мĕш полкăн стрелоксен ротин 5-мĕш взвочĕн командирĕ, респуб- ликăри фронтовик судьясенчен лейтенант званине илекенсенчен пĕртен-пĕр çын пулнă. Ăна Совет Союзĕн Геройĕ ят панă. Вăл 1903 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь (Обыково) ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пуçламăш шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл ашшĕн хуçалăхĕнче çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ. Анчах та кайран урăх çул суйланă вăл. 1924 çулччен - делопроизводительте, 1927 çулта ял совечĕн исполкомне ĕçлеме куçнă.

1931-1933 çулсенче А.Логинов Хĕрлĕ Чутай районĕн Милици управленийĕн секретарĕнче тăрăшнă. 1936 çулта октябрь уйăхĕнчен вăл пĕр çул вĕренмелли Шупашкарти право шкулĕн курсанчĕ пулса тăрать. Унтан вĕренсе тухсан ăна Патăрьелĕнчи халăх судне нотариус сĕтелĕн заведующийĕ пулма яраççĕ. 1940 çулта июнĕн 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри РК ВКП (б) бюровĕ Алексей Романовича 1-мĕш суд участокĕн халăх судйин çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Çав çулхи ноябрьтен вара ăна Чăваш АССР-ĕнче ĕçлекен депутатсен Канашĕн Элĕк районĕн исполкомĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Элĕк салинчи 2-мĕш суд участокĕн халăх судйи пулма суйланă. 1941 çулта вара фронта кайнă. Çарта Мускав çар округĕн Çар трибуналĕн членĕ пулнă. 1943 çулта чире пула госпитале лекнĕ. Сывалнă судьяна командирсен курсне вĕренме янă. Ун хыççăн ăна лейтенант званине панă. 1943 çултах Логинов тата боецсен ушкăнĕ Днепр юхан шывĕ урлă каçса хĕвеланăç çыранĕ çине тухма пултарнă, анчах та нимĕçсемпе çапăçнă вăхăтра вăл паттăррăн пуç хунă. Ун хыççăн ăна Ленин орденĕпе чысланă, Совет Союзĕн Геройĕ ят панă.

Паянхи кун Алексей Логинов ячĕпе тăван ялĕнчи урам хисепленсе тăрать. Егор ывăлĕ лартнă çурчĕ çинче унăн мемориал хăми вырнаçнă. Ял варринче ун ячĕпе парк илем кÿрет. Пĕлтĕр майăн 8-мĕшĕнче Шупашкар хулинче паттăр ячĕллĕ урамра палăк çĕкленĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.



07 июля 2020
11:21
Поделиться