Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ывăл-хĕр лайăххи ашшĕ-амăшне вăй-хал хушать

Кашни çынах çĕр çине телей курма çуралать. Ăнăçлăхĕ вара мĕнрен килет-ши тата пуçланать-ши? Чылайăшĕн хуравĕ пĕрешкелтерех те пулĕ. Ахăртнех çемье çине çитетпĕр. Хăть кама илсен те ăçта тата мĕнле ÿсни çинчен сăмах пуçаратпăр. Мĕнле çемьерине кура хаклатпăр. Чăннипех те çемье пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Хăй пĕр çĕршыв тейĕн кашнинех. Элĕк енĕмĕр вара лайăх çемьесемпе чăннипех те пуян. Вуншар, çĕршер те вĕсем пирĕн. Кусенчен тĕслĕх илмелли пурах.

Вăтăр çичĕ çул каялла, авă, Фоминсен çемйи чăмăртаннă. Янкурас хĕрĕпе Фаинăпа Хурăнсур каччи Михаил яланах пĕрле пулма тупа тунă. Вĕсем малтанхи икĕ çулне Хурăнсур ялĕнче ирттереççĕ. Ятран пурнăç тăвас ĕмĕтпе Элĕк салине куçса килеççĕ. Шăпах çакăнта хăйĕн телейне тупать те чун-чĕреллĕ мăшăр. Пĕр-пĕрне итлесе, хисеплесе, юратса пурăнакансем малаллах каяççĕ çав, ырлăх-пурлăха та хушаççĕ. Ĕç пурнăç тыткăчи пулнине хакласа кил хуçи Михаил Федорович районти сысна ĕрчетекен «Спутник» комплексра инженер-механикра вăй хурать.  Хыççăн автошкулта инструктор, вĕрентекен те. Фаина Федоровна вара пурнăçне тăршшĕпех çар ĕç комиссариачĕпе çыхăнтарнă. Пултарулăхне кура должноç картлашкипе те хăпарсах пынă. Юлашки вăхăтра вăл çар комиссарĕн пулăшаканĕ.

«Нумай ертÿçĕпе ĕçлесе куртăм, нихăшне те хурламастăп, килĕштерсе те ăнăçлă ĕçлесе пыма тÿр килнишĕн савăнатăп, ĕçтешсене тав тăватăп», - тет.

Çемьере йыш хушăнсах пыни - ырă пулăм. Малтанхи «кайăксем» - ывăлсем. Федьăпа Коля çут тĕнчене килни шанăç кÿнĕ çемьене. Кусем йăх-несĕле малалла тăсакансем-çке. Черетре хĕр пĕрчисем те пулнă-мĕн - Аня, Надя тата Кристина. Кашнине тĕрĕс-тĕкел, сывă пăхса ÿстерессишĕн, йĕркеллĕ, тăван çĕршывшăн кирлĕ те усăллă çынсем тăвассишĕн пайтах вăй хумалла. Чăлкăм куç хупмасăр ирттернĕ каçсем сахал пулнă-и тата. Ачасем вĕренччĕр, професси илччĕр тесе те тăрăшнă Фоминсем.

Йывăрлăхсăр çăмăлли хăех килмест çав. Çутă ĕмĕт те пурнăçланмасть.

- Пулни-иртнине аса илсен чун-чĕре хумханупа, ыратупа тулать. Хĕрĕмсем виççĕшĕ пĕр вăхăтрах аслă шкулта вĕренчĕç. Вĕсене пурлăх, укçа-тенкĕ енĕпе тивĕçтерсе пыма çăмăлах пулмарĕ. Юрать-ха хăйсем чăрмавсене çĕнтерсе пыма пултарчĕç, - тет Фаина Федоровна.

Аслă хĕрĕ Аня Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн педиатри уйрăмĕнчен «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ дипломлă çамрăк халĕ Санкт-Петербург хулинче ĕçлет, чирлисене сыватать.  Вăл пĕлĕвне  татах та ÿстерессишĕн тăрăшать иккен. Хăйĕн пултарулăхĕпе Элĕк вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, тĕп больницăра практикăра пулнă чухнех тĕлĕнтернĕ.  Аня лицей класĕнче, кадет шкулĕнче малтисен ретĕнче пулнă. Асли кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх пулни лайăхах. Надеждăпа Кристина хĕрĕсем те пĕлÿ тĕнчинче парăнман.  Надя - ветеринари врачĕ. Вăл медицина сестрин ĕçне те алла илнĕ. Фоминсен иккĕмĕш хĕрĕ çемьеллĕ те. Вăл çар çыннине качча тухнă. Килĕшÿллĕ мăшăр Астраханьте пурăнать. Надя кунти çар госпиталĕнче ĕçлет. Маттур хĕр экономист профессине илме те вăй-хал çитернĕ. Урăхла каласан, пĕр харăсах виçĕ професси илнĕ. Фоминсен виççĕмĕш хĕрĕ те ăслă-тăнлă иккен. Кристина нумаях пулмасть-ха Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен хĕрлĕ дип- ломпа тухнă. Халĕ Шупашкар хулинчи шкулта ачасене истори вĕрентет. «Кристина килти хуçалăхшăн та нумай тăрăшать. Вăл ĕçе юратать. Пирĕншĕн пысăк пулăшуçă вырăннех», - савăнса пĕлтерет Фаина Федоровна.

Вăл ывăлĕсемпе те кăмăллă. Федьăпа Коля хальлĕхе Мускаври строительство ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Коля предпринимательлĕх енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартать. Çапла Фоминсен ачисем пурте хăйсен вырăнĕсене тупнă. Мĕнех калăн, ашшĕ-амăшĕ пĕлсе, тĕрĕс ертсе пынипе çапла пулса тухнă. Вĕсен çемйинче воспитани тени ячĕшĕн кăна пулман. Тилхепене çирĕп тытса пыни пулăшатех çав.

Елена ТИМОФЕЕВА.



07 июля 2020
11:20
Поделиться