Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк çамрăкĕсем - чăн-чăн çăлавçăсем

Хальхи вăхăтра шыва кĕмелли чи хĕрÿ тапхăр пырать. Çанталăк шăрăх тăнăран юхан шывсемпе пĕвесем шыва кĕрекенсенчен татăлмаççĕ-ха. Анчах та Чăваш Енре унпа пĕрлех шывра путса вилекенсен шучĕ те ÿснĕ. Юнтапа ял тăрăхĕнчи Анаткас Сурăм ялĕнчи çула çитмен çамрăк та чутах çав статистикăна лекмен. Телее, ăна вăхăтра асăрханă.

Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ĕç июлĕн 4-мĕшĕнче каç еннелле пулса иртнĕ. Анаткас Сурăм ялĕнчи 17-ри Ксения Афанасьевăпа унăн 12 çулти кÿршĕ арçын ачи хурсене хăваласа кăларма тата çавна май шыва кĕрсе тухма ял пĕвине кайнă. Çав вăхăтра унта ачасен ушкăнĕ те пулнă. 14 çулхи арçын ача вара пĕчченех пĕвере вĕрсе хăпартнă матрас çинче ишсе çÿренĕ. Ăнсăртран вăл шыва кĕрсе ÿкнĕ. Çакна çыран хĕрринчисем асăрханă. Ксения чи асли пулнăран ăна çăлма васканă.

- Эпир хурсене шывран кăлартăмăр та киле кайма хатĕрленнĕччĕ. Унччен те пулмарĕ кăшкăрнă сас илтĕнсе кайрĕ. Сема матрас çинчен шыва кĕрсе ÿкнĕ те путма пуçланă. Эпĕ путакан арçын ача патне ишсе çитрĕм те ăна пулăшма тытăнтăм, çÿлелле йăтрăм, анчах та вăл манран çакланса ларчĕ, çавна пула хам та йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕм, шывпа чыхăнса кайрăм, шыв тарăн пулнипе тĕпне те тăраймарăм. Арçын ачана хам пĕччен кăларайманнине ăнланса çыран хĕрнелле аран ишсе çитсе тÿрех пулăшу патне васкарăм, - каласа парать Ксюша.

Çав вăхăтрах унăн кÿрши Алексей Григорьев, ишме пĕлмест пулин те, пенопластран тунă хăйĕн çăлав жилетне тăхăнса шывра путакан арçын ача патне васканă. Анчах та каллех пĕччен йывăр. Вăл çыран хĕрринчи арçын ачасенчен тепĕр çăлав жилетне персе пама ыйтнă. Çавна май путакана унпа çыран хĕрринелле илсе çитернĕ.

Вăл вăхăтра хĕрача та аслисемпе пĕве патне чупса çитнĕ. Путма пуçланă ачана пĕрремĕш медицина пулăшăвне Ксенийăн амăшĕ панă. Унтан ăна больницăна ăсатнă.

Юрать-ха çывăхра Ксенийăпа Алексей пулнă. Унсăрăн инкек сиксе тухĕччĕ. Вĕсем чăн-чăн çăлавçăсем.

Ачасем, асра тытăр, аслисемсĕр шыва кĕме кайма юрамасть. Аслисен те ачасене, уйрăмах çуллахи вăхăтра, асăрхасах тăмалла. Ку чухне тата çăлав жилечĕ пулни те вырăнлă пулнă. Алексейăн ашшĕ ачисене валли ятарласа пенопластран тунине илсе панă. Ку хăрушсăртарах - вăл туратран çаклансан та шăтмасть, шыва кĕнĕ чухне те ăнсăртран пушанмасть. Шута илме, Раççейре пĕр талăкра кăна (июлĕн 8-мĕшĕнче) 34 çын путса вилнĕ, вĕсенчен 12-шĕ - ачасем. 

А.СИЛИВЕСТРОВА.



14 июля 2020
08:59
Поделиться