Пĕрлехи ĕçре - вăй

Иртнĕ çул Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Шарыпкă урамĕнче пурăнакансем пĕрлехи вăйпа касу çÿремелли варта пĕве чавтарнă. Кăçалхи çул çав пĕвере шыв тулăх тăнипе çĕр çийĕнме пуçланă. Çакна сиснĕ ял çыннисем иртнĕ кунсенче пĕрле пухăнса пĕве пуçне çатан карта тытса çирĕплетнĕ. Йышлă хĕрарăмсен ушкăнĕнче Владимир Федоров, Геннадий Михайлов тата Иван Васильев вăй хуни пĕрлехи ĕçре пулăшу кÿнĕ.

Çакăнпа пĕр вăхăтрах Шарыпкăпа Томкă урамĕсем хушшинчи Каçункка пĕвинче те хĕрÿ ĕç иртнĕ. Кунта шыв сикки айĕнчи çĕр юхса пĕтнипе пĕве татăлса каяс хăрушлăх тăнă. Михаил Михайлов ял старости çине тăнипе, Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев пулăшнипе Шарыпкăсем ку пĕвене те юсанă. Гидроизоляци хунă çĕрте Владимир Федоров, Вячеслав Яковлев, Томкă урамĕнчи Владимир Кузьмин тăрăшнă. Вĕсене Валерий Яжиковпа Владимир Александров тата хĕрарăмсем те пулăшнă. Дмитрий Трофимов экскаваторщик хăйĕн техникипе пулăшу кÿнĕ. Роза Гаврилова, Раиса Григорьева пулăшнипе çак ĕçсене ăнăçлă тата вăхăтра пурнăçлама май килнĕ.



14 июля 2020
09:00
Поделиться