Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкул ачасене кĕтсе илме хатĕрленет

Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ те яваплă ĕç. Ку енĕпе вĕренÿ учрежденийĕсем çуллахи каникул тапхăрĕнче тăршшĕпех ĕçлеççĕ. Ураскилтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти педагогсем те кĕске вăхăтлăха строительсемпе штукатур-маляр профессине алла илнĕ тейĕн.

Владислав Миронов шкул директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, педагогсем кунта çулталăк пуçламăшĕнчех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне пысăк ĕçсем ирттерме тĕллев лартнă. Палăртнисенчен хăшне-пĕрне вĕçленĕ те ĕнтĕ. Библиотекăра, физика кабинечĕн лаборатори ĕçĕсем ирттермелли пÿлĕмĕнче калăпăшлă ĕçсем тунă. Маччана, стенасене, урайне сăрласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Çавăн пекех мĕнпур класра, коридорта урай сăрланă. Халĕ коридорăн пĕр пайĕнче çĕрнĕ урай каштисене, хăмисене тĕпренех улăштарассипе ĕçлеççĕ арçынсем.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче столовăй та шкул ачисене хăйĕн илемĕпе тыткăнлĕ. Кунта та пĕчĕк юсав ĕçĕсем иртнипе пĕрлех сĕтел-пукана та çĕнетнĕ. Çавăн пекех çитес кунсенче Чăваш Енри вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе апат-çимĕç блокĕн пурлăх никĕсĕ те пĕтĕмĕшле çĕнелмелле. Апат-çимĕçе упрамалли сивĕтмĕшсем, столовăйĕнчи оборудовани - стеллажсем, шкафсем, апат хатĕрлемелли уйрăм сĕтелсем, чашăк-тирĕке çумалли ваннăйсем килмелле. Кунпа пĕрлех электричество çутипе ĕçлекен аш арманĕ те, тĕрлĕ çимĕçе пăспа хатĕрлеме май паракан, çĕр улми тасатмалли оборудованисемпе тата ытти япаласемпе те пуянланмалла шкул столовăйĕ. Директор пĕлтернĕ тăрăх, столовăйне çĕнетни вĕренекенсене пахалăхлă та витаминсенчен пуян, сывлăхшăн усăллă апат-çимĕç хатĕрлеме май парать.

Ураскилт шкулĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррипе хатĕр маррине июлĕн 30-мĕшĕнче ятарлă комисси палăртĕ. Унччен хатĕрленÿ ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

 Эльвира КУЗЬМИНА.



24 июля 2020
10:07
Поделиться