Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Асамлă юмахĕ - кĕнекере

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Пирĕшти патне янă çыру» çамрăк авторсен повеçĕсемпе калавсен пуххи пичетленсе тухнă. Ăна вăтам çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Вун пĕр авторăн калавĕсемпе юмахĕсене тата юптарăвĕсене пĕр кăларăма ахальтен кĕртмен. Вĕсем пурте тенĕ пекех тĕрлĕ конкурсра палăрма ĕлкĕрнĕ, республика тата район хаçат-журналĕнче пичетленнĕ. Çамрăк авторсен хайлавĕсен йышĕнче Мăн Вылă салинче çуралса ÿснĕ Инесса Шашкинăн юмахĕ те пур. Кăларăма Инессăн «Чăваш йăмри» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă «Йăмра тĕнчи» юмахĕ кĕнĕ. Унта йăмра хур кăтартакансене хăйĕн тĕнчине илсе каять те айăпа кĕнисене явап тыттарать иккен.

Кĕнеке вĕçĕнче çамрăк çыравçăсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе биографийĕсем те вырăн тупнă.  



28 июля 2020
11:36
Поделиться