Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăвашсурăмсем «Ÿсĕм вырăнне» палăртнă

Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен Чăваш Сурăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» цифрăпа гуманитари профилĕсен вĕренÿ центрĕ ĕçлеме пуçлать. Çакăн йышши асăннă центрсем иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Элĕкри, Тавăтри тата Юнтапари шкулсенче уçăлнăччĕ. 

Вĕренÿ чикки анлăланать

«Ÿсĕм вырăнĕ» пысăк пĕлтерĕшлĕ проект наци тата федерации проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрет. Вăл хуласемпе ялсенче пĕлÿ илекен ачасем хушшинчи вĕренÿ уйрăмлăхне пĕчĕклетме кирлĕ. Çак центрсем шкул ачисене паянхи çĕнĕ технологисемпе гуманитари енĕпе çирĕп пĕлÿ илме майсем туса параççĕ. 

 Паянхи куна çÿлерех асăннă вĕренÿ учрежденийĕнче çĕнĕ Центр валли пÿлĕмсене реконструкцилессипе пысăк юсав ĕçĕсем иртеççĕ.

- Çак пÿлĕмсем ахаль вĕренÿ кабинечĕсем çеç пулмаççĕ, пысăк технологиллĕ лапамсем шутланаççĕ. Вĕсенче паянхи чи çĕнĕ оборудованисем вырнаçтаратпăр. Çакна пулах ĕнтĕ Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ илекен кашни ачанах «Технологи», «Математикăпа информатика», «Физкультурăпа ОБЖ» урокĕсемпе ăс-хакăла çĕнĕлле ÿстерме май пур. Сăмахран, «Технологи» урокĕнче 3D-моделировани тума, компьютерпа усă курса черчени вăрттăнлăхĕсене алла илме пултараççĕ. ОБЖ урокĕсенче информаци хăрушсăрлăхĕпе тата кибертехника енĕпе пĕлÿ илеççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ лару-тăрура инкеке лекнĕ çынна пулăшу пама хăнăхаççĕ, пуçламăш медицина пĕлĕвĕ илеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Математика енĕпе шухăшлава аталантарма шкул ачисене шахматла выляма вĕрентеççĕ, робототехникăпа ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Ку чухне çакна та палăртса хăвармалла, шахмат енĕпе пĕлÿллĕхе шкул ачисем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ÿстерме пултараççĕ. Ку енĕпе урок вăхăтĕнче пĕлÿ илнипе пĕрлех уроксем хыççăн та хушма пĕлÿ паракан технологисемпе усă курса аслисемпе пĕрле вĕренĕве йĕркелеме палăртатпăр, - юсав ĕçĕсемпе паллаштарнă май каласа парать Зоя Васильева шкул директорĕ.

 Районти ытти шкулсенче асăннă Центра валли икшер пÿлĕм çеç уйăрнă пулсан, Чăвашсурăмсем вĕренÿ учрежденийĕн иккĕмĕш хучĕн çурринче Центр йĕркеленĕ. Çÿлерех асăннă предметсемпе пĕрлех вырăс чĕлхипе литературин пÿлĕмĕнче те, библиотека та «Ÿсĕм вырăнĕ» Центр çинче шутланать. Çак вулавăша валли çитĕнекен ăрăва кăсăклантарса яма пултаракан энциклопедисем сахал мар кунта.

Юсав ĕçĕсене муниципалитет бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе ирттереççĕ пулсан, оборудованисене федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. 3D, тĕрлĕ функциллĕ принтерсем, компьютерсемпе ноутбуксем, фотоаппарат, квадракоптер, виртуаллă чăнлăха курмалли шлем килнĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех чĕрепе ÿпке ĕçне ĕçлеттерсе яма, сыв-лăш çулĕсене хупласа лартнă çынна пулăшу пама вĕрентмелли тренажер-манекенсемпе пуянланнă. Робототехникан виçĕ комплектне шкул иртнĕ вĕренÿ çулĕнче хăйĕн вăйĕпех туяннă, кăçал çакна валли ятарлă лапам илме палăртнă. Шахмат сĕтелĕсемпе сехечĕсемпе те пуянланнă вĕренÿ çурчĕ. Шахматла вылякансем валли магнитлă доскана коридорта вырнаçтарнă. Юсав ĕçĕсенчен каннă чухне вĕрентекенсем ку енĕпе ăс-хакăлне тĕрĕслесе те пăхнă.

Кунсăр пуçне проектпа килĕшÿллĕн Центра валли сĕтел-пукан та кÿрсе килнĕ.

Ку проект чăнахах та пысăк пĕлтерĕшлĕ, инновациллĕ, паянхи вĕрентÿ тытăмĕнче çитĕнекен ăрăва валли ăс-хакăла ÿстерме çĕнĕ майсем туса парать.

- Центра уçма хатĕрленсе пÿлĕмсене реконструкциленисĕр пуçне тата мĕн тунă-ха? - ыйту паратăп Зоя Федоровнăна.

- Ку тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Ытарлă каласан, ку вăл айсбергăн куçа курăнман пайĕ. Чи малтанах документсене тивĕçлипе хатĕрлесе çитернĕ, район администрацийĕпе тата Чăваш Республикин Вĕренÿ, çамрăксен политикин министерствипе килĕшÿсем çырнă. «Ÿсĕм вырăнĕ» Центршăн пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланакан дизайн хатĕрленĕ. Пĕтĕм Раççейĕпех пĕр тытăм шутланнăран кабинетсене логотип вырнаçтарасси, тĕссене пăхăнасси (хĕрлĕ, сăрă, шурă) çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çĕнĕ программăсем, технологисем тата вĕренÿ методики те педагогсене çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Çакна кура шкулти мĕнпур педагог ку тĕлĕшпе ятарлă вĕренÿ витĕр тухнă, - хуравларĕ вăл.

Депутат хăйĕн хÿттине илнĕ

«Ÿсĕм вырăнĕ» Центр уçма хатĕрленнипе пĕрлех çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкулта пĕтĕмĕшле юсав ĕçĕсем ирттерессине те куçран вĕçертмен Сурăмсем. Вĕренÿ учрежденийĕн цокольне çĕнетнĕ. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш хутсенче стенасене çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Чăваш, вырăс чĕлхисен пÿлĕмĕсенче, библиотекăра пысăк ĕçсем иртнĕ. Котельнăй çурчĕн тăрринчен йĕпе-сапа вăхăтĕнче шыв аннă та, ăна та хăйсен вăйĕпех пурнăçланă. Çитес тапхăрта вара кунти педагогсем умĕнче татах та пысăкрах ĕçсем - шкулăн тулаш енчĕ сăн-сăпатне улăштарасси. Вĕренÿ учрежденийĕ çакна вара хăйĕн укçи-тенкипех пурнăçлайманни паллă ĕнтĕ. Ку чухне спонсорсен пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ. Зоя Васильева шкул директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе вĕсемшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Тус» предприятин генеральнăй директорĕ Николай Угаслов çăлавçă вырăннех пулса тăнă. Депутат шкула килсен ертÿçĕ чун ыратăвне пĕлтернĕ те, Николай Федорович пулăшма пулнă. Иртнĕ кунсенче 15 килограмм кĕрекен 20 витрепе сăрăсем çитерсе панă та Чăваш Сурăмне. Çавăн пекех кунта шкул автобусĕсене лартма ăшă гараж пулманни те хĕл кунĕсенче водительсем умне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Н.Угаслов ку ыйтăва та тимлĕхсĕр хăварман. Çак кунсенче Чăваш Сурăм шкулне гараж тума кирпĕчсем килсе çитмелле. Паллах, тÿлевсĕр.

Палăртнине пурнăçа кĕртнинче вĕренÿ учрежденийĕн коллективĕн пĕрлехи тÿпи пулнине пĕлтерет директор. Ĕçтешĕсемпе хăпартланать, Николай Федоровича чĕререн тав тăвать.

Эльвира КУЗЬМИНА.



28 июля 2020
11:35
Поделиться