Халăха кино кăтартнă

Шăп çĕр çул каялла Мускавра Халăх комиссарĕсен Канашĕн председателĕ Владимир Ленин тата унăн секретарĕ Михаил Калинин Атăлпа Урал тăрăхĕсенчи халăхсене ятарлă автономи облаçĕсем çине пайланă. Кун çинчен уйрăм декретсем çине алă пусса çирĕплетнĕ.

Тĕрлĕ халăхăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, культура шайĕ епле аталанса пыни çинчен революциччен тата ун хыççăнхи çулсенче илемлĕ кинофильсем ÿкерме тытăннă. Вĕсем, паллах, сасăсăр пулнă. Ялсенче пурăнакансене те çирĕммĕш çулсен варринче сасăсăр кинофильмсем кăтартма пуçланă. Кино курма хресченсем вулав çуртне е ял клубне çÿренĕ. Киномеханиксем ун чухне, 1927 çулта, Хусанта уçăлнă ятарлă курссенче пĕлÿ илнĕ.

Пĕрремĕш сасăсăр кинофильсем кăтартас шутпа 1930 çулта Шупашкарта И.С.Максимов-Кошкинский ертсе пыракан «Чувашкино» трест ыйту хускатнă. Тепĕр виçĕ çултан, чăнах та, Атăл хĕрринчи К.Иванов урамĕ пуçĕнче «Родина» кинотеатр çĕкленнĕ. Вăл 1933 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче уçăлнă, экран çине вара «Золотые горы» сасăллă фильм тухнă. Тепĕр çулне хулари халăх хамăр мухтавлă ентешĕмĕре, граждан вăрçин паттăрне Василий Чапаева халалланă «Чапаев» илемлĕ фильма курма пултарнă. Куçса çÿрекен кионоаппаратурăпа киномеханиксен ушкăнĕ ялсенче те сасăллă кинокартинăсем кăтартса çÿренĕ. Утмăлмĕш çулсен вĕçнелле çеç электричество çути ялсене çитернĕ май кино кăтартмалли хатĕрсен шутĕнче электроэнерги паракан бензинпа ĕçлекен моторлă генератор та пурччĕ. Вăл ансăр кинолентăллă «Украина» киноаппаратурăна 127-220 вольт таран электроэнерги парса ĕçлеттеретчĕ. Пĕтĕм техникăна ялтан яла колхозăн лаша урапи-çунипе е пĕр-пĕр автомашинипе куçарса çÿренĕ.  Вăл вăхăтра ял халăхĕ кино курма йышлăн тухнă. Мĕншĕн тесен, ун чухне хальхи пек телевизорсем пулман. Кашни киносеансрах клубра халăх туллиех пулнă.

Кино кăтартассипе районта Шураçри Яков Игнатьевпа Геннадий ывăлĕ, Юманлăхри Матрена Михайлова, Якунекассинчи Федор Алексеев, Мăн Ямашри Василий Трофимовпа Василий Миронов, Геннадий Савельев, Шĕмшешри Олег Чугунов, Кивуйри Платон Семенов, Çулавăçри Олег Иванов тата ыттисем те ĕçленĕ. Сăмах май, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Яков Игнатьев киномеханика Чулхулара вĕреннĕ. Çар службине те, ун хыççăн та 20 çул ытла кино ĕçĕпе çÿренĕ, фронтра танкист пулнă. Чăваш АССР Аслă Канашĕн президиумĕ 1967 çулта ăна Хисеп хучĕпе чысланă.  Матрена Михайлова  «Родина» кинотеатрти киномеханиксен курсĕ хыççăн 30 çул Вăрнарпа Элĕк çывăхĕнчи ялсенче кино кăтартнă. «СССР киноматографи отличникĕ», «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ киномеханикĕ» ятсене, «Хисеп палли» орденпа чылай Хисеп хутне тивĕçнĕ. 26-ри Федор Алексеев Саратов хулинчи киномеханиксен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1962-1966 çулсенче Ехремкасси çыннисене совет фильмĕсене кăтартнине кăмăлпа аса илет.

Геннадий САВЕЛЬЕВ,

писатель-журналист.



13 августа 2020
09:51
Поделиться