Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Социаллă пулăшу - пысăк çăмăллăх

Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă пулăшу памалли мерăсен центрĕ» хысна учрежденийĕн Элĕк районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕ федераци саккунĕсене пурнăçлассипе, çулланнă граждансен, инвалидсен, нумай ачаллă çемьесен социаллă хÿтлĕх шайне ÿстерессипе ĕçлесе пырать. Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникне А.Семеновăна çавăн çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр. Вăл ертÿçĕ тилхепине нумаях пулмасть тытнă-ха. Апла пулин те хăй ĕçне алла илни, ăна аван пĕлни палăрчĕ. Иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕле пĕрле тишкерме те хирĕçлемерĕ.

- Алена Геннадьевна, эсир хăвăр сăмахăра мĕнрен пуçланă пулăттăр?

- Яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса вăй хурасси, паллах, тĕп тĕллев. Ĕç-хĕл саккунсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. «Ветерансем çинчен», «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен», «Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси çинчен», «Вилнĕ çынна пытарасси çинчен», «Ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсем çинчен», «Юн тата унăн компоненчĕсен донорстви çинчен» федераци саккунĕсене, çавăн пекех Чăваш Республикин «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен», «Политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисене реабилитацилесси çинчен» тата ытти саккунсене тĕпе хурса çăмăллăхсем парассине йĕркеленĕ. Асăннă саккунсене пурнăçла, çăмăллăх категорири граждансене кирлĕ пек тивĕçтерес, ветерансен пурнăç условийĕсене тĕпчес тĕллевпе вырăнсене тухса çÿретпĕр.

- Иртнĕ тапхăрти тÿлевсем çинче те чарăнса тăрăр-ха.

- Çăмăллăха тивĕçнисем, паллах, сахалах мар. Вĕсен ыйтăвĕсене пурнăçласах пыратпăр. Сăмахран, «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çурçулта 2176 çынна - çав шутран 2123 ĕç ветеранне 15423,90 пин, 45 тыл ĕçченне 312,52 пин тенкĕ тÿленĕ. «Ветерансем çинчен», «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен», «Чернобыльти атомлă электростанци катастрофине пула радиацие лекнĕ граждансен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен» федераци саккунĕсемпе килĕшÿллĕн 930 çынна пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн тÿлеме 2213,25 пин тенкĕ панă. Политика репрессийĕсене пула инкек курнă, хыççăн таса ячĕсене тавăрнисене - 8 çынна 140,92 пин тÿленĕ.

- Алена Геннадьевна, çĕршыв, республика шайĕнче те ачасем çине пысăк тимлĕх уйăрни паллă. Ку енĕпе мĕнле çăмăллăхсем пулнине те пĕлтерĕр-ха.

- Ачаллисене уйăхсерен пособипе тивĕçтересси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ çурçулта, сăмахран, 547 çынна 3928,96 пин тенкĕ тÿленĕ. Ачана 1,5 çула çитиччен пăхакан амăшĕсене - 85 çынна 3272,86 пин тенкĕ панă.  Ĕçлемен, вĕренекен ашшĕ-амăшне пулăшу кирлех. Ку категорири 16 çынна 282,30 пин тенкĕ тÿленĕ. Тухтăр хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăкăр ĕмĕртекен 14 амăшне кирлĕ пек апатланма уйăхсерен укçа компексацине 15,1 пин тенкĕ панă. Ачана усрава илнĕ ашшĕ-амăшне уйăхсерен тÿлевпе тивĕçтерни те паллă ĕнтĕ.  42 çынна валли 3356,8 пин тенкĕ уйăрнă. Пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен тÿлесси те пурнăçа кĕчĕ. Çапла 91 çемье 5007,94 пин тенке тивĕçрĕ. Кăçалтан ачаллă çемьесемшĕн тепĕр çăмăллăх пурнăçа кĕнине асăнма кăмăллă. Виçĕ-çичĕ çулсенчи ачаллă 251 çемьене ку таранччен 9,974 млн. тенкĕ ярса панă.

- Нумай çул тăрăшса, вăй хурса ĕçлекенсене хавхалантарасси те паллă ĕнтĕ. Ку енĕпе мĕн каланă пулăттăр?

- Çапла, тивĕçлисене пысăка хурса хаклани те кирлĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парассипе те ĕçлесе пыратпăр. Ку хисепе тивĕçме хĕрарăмсен ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăх, арçынсен 42 çул та 6 уйăх пулмалла. 2015 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята 580 çынна панă. Кăçалхи çурçулта 24 çын «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» пулса тăчĕç. 8-ăн - «Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ». Ĕç ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене сывлăха çирĕплетме путевкăсем паратпăр. Кăçал ку таранччен çак çăмăллăхпа 8 çын усă курчĕç.

- Алена Геннадьевна, çемьесем çинчен те сăмах пуçарар-ха. Вĕсене тупăш енчен епле хаклатăр; Çавăн пекех çăмăллăх енĕпе те.

- Пĕрремĕш çурçулта пĕчĕк тупăшлисене 120 шута илнĕ. Нумай ачаллисем - 243, вĕсенче пурĕ 812 ача. Çав шутран 3 ачаллисем 180 çемье (540 ача), 4 ачаллисем - 74 (188 ача), 5 ачаллисем 12 (60 ача), 6 ачаллисем 4 çемье ( 24 ача).

2012 çултан пуçласа çемьере виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан республикăри амăшĕн капиталне илме ирĕк пур. Кăçалтан пуçласа унăн виçине 150 пин тенке çити хăпартнă. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, çĕнĕ виçеллĕ амăшĕн капиталне 2 çемье тивĕçрĕç.

Елена ТИМОФЕЕВА

калаçнă.



13 августа 2020
09:52
Поделиться