Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спорт объекчĕсен пурин кăмăлне те тивĕçтермелле

Июлĕн 8-мĕшĕнче çулсеренех çĕршывра физкультурниксен кунне паллă тăваççĕ. Професси уявĕ умĕн ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси, малашнехи тĕллевсене палăртасси  кашни тытăмрах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Июлĕн 6-мĕшĕнче «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хутшăннипе Чăваш Енри Спорт министерствин анлă ларăвĕ иртрĕ.

Унăн ĕçне спорт организацийĕсен директорĕсем, ведомство çумĕнчи обществăлла канашăн членĕсем, тĕрлĕ спорт тĕсĕпе регионти федерацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Лару пуçламăшĕнче ведомство ертÿçи регионта спорта аталантарас енĕпе пысăк ĕçсем тунисене «Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул» çитнине халалласа Тав хучĕсемпе, астăвăм медалĕсемпе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентеш, Олимп вăййисене хутшăннă, паянхи куна та спортсменсен çĕнĕ ăрăвне хатĕрлессипе Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тренерта ĕçлекен Виктор Семенов пулнине палăртмалла.

Сăмах май «Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул» астăвăм медальне  Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк, кунта пурăнакансене ăс-тăн, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен тата патриотизмла воспитани парас ĕçе сахал мар тÿпе хывнăшăн, Чăваш Енри тата ытти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн параççĕ. Элĕк районĕнче астăвăм медальне чи малтан «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн директорĕ Иван Игнатьев тивĕçнĕччĕ. Иртнĕ кунсенче унпа Элĕкри тĕп больницăра чылай çул стоматолог-ортодонтра ĕçлекен Сергей Лебезова тата Кĕçĕн Тăванти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине Елена Дмитриевăна чысланă.

Хăйсен пурнăçне тÿрремĕнех спортпа çыхăнтарнисем министерствăн 2019 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртнă май регионăн Комплекслă программинче физкультурăпа спорт енĕпе палăртнă тĕллевсене тишкерчĕç.

-  Тăтăшах физкультура занятийĕсене ирттерни, спортпа туслашни çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерни, сывлăха çирĕплетни, ĕçлес туртăм çине витĕм кÿнине кашниех аванах пĕлетĕр эсир. Çакна тĕпе хурсах ĕнтĕ Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2030 çулчченхи наци аталанăвĕн тĕллевĕсем çинчен калакан Указĕнче пирĕн ума пысăк - тăтăшах физкультурăпа тата спортпа туслисен йышне 70 процента çити ÿстермелли çинчен тĕллевсем лартрĕ, - ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май пĕлтерчĕ Василий Петров министр.

Ведомство ертÿçи каланă тăрăх, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Чăваш Ен Спорт министерстви вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ĕçе темиçе енлĕ йĕркелет. Сăмахран, вырăнти спорт инфратытăмне аталантарасси,  ĕç коллективĕсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерме майсем туса парасси, аслăрах ÿсĕмрисене валли тÿлевсĕр занятисем йĕркелесси çÿлерех асăннă тытăмсемшĕн пĕрлехи ĕç пулса тăрать.

 Министр ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен 2019 çултанпа «Демографи» наци проекчĕ шутне кĕрекен  «Спорт - пурнăç норми» федераци проекчĕпе ĕçлет. Асăннă программăна тĕпе хурса республикăра хоккей енĕпе ĕçлекен ятарлă регионти центра хута ячĕç ĕнтĕ. Июнь уйăхĕнче ĕçлеме пуçларĕ-ха вăл.  Кунсăр пуçне Чăваш Енри тăхăр районта ГТО нормативĕсене пурнăçлама май паракан ятарлă спорт лапамĕсене тунă пулсан, ку енĕпе тепĕр пилĕк районта ĕçсем пыраççĕ. Тепĕр пысăк спорт объектне, 25 метр тăршшĕ ишев бассейнне тăвассипе вара Элĕк салинче пысăк халĕ ĕçлеççĕ. Федераци программинчи укçа-тенкĕсĕр пуçне спорт объекчĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме тата çĕннисене хута яма 500 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Асăннă суммăн пĕр пайне республикăри хуласемпе районсенче футболла вылямалли лапамсем йĕркелеме янă.

 Василий Петров министр 2020-2024 çулсенче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн стратегилле аталанăвĕ проект тата малашлăхри пилĕк çулта регионăн аталанăвĕн Комплекслă планĕ  çинче чарăнса тăчĕ. Çакăн чухне ĕнтĕ ведомство ертÿçи Чăваш Енри Спорт министерстви малашне палăртнине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлессине пĕлтерчĕ. Ку вара спорт инфратытăмне çирĕплетессипе анчах çыхăнман-ха. Республикăн пĕрлехи командин резервне хатĕрлес ĕçрен те вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем аякра юлмĕç.

 Çавăн пекех асăннă министерство спорт объекчĕсенче халăх çав териех йышлă пулман вăхăтра республикăра пурăнакан аслăрах ÿсĕмрисене тÿлевсĕрех çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерме майсем туса пама сĕнет. Асăннă проектпа регион коронавирус чирĕ сарăлассинчен асăрхаттарассипе виççĕмĕш тапхăра куçсанах ĕçлеме пуçлама хатĕррине палăртать.  

 Кунсăр пуçне Чăваш Енри Спорт министерстви Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче тăракан чăваш спортсменĕсене ятарлă стипенди парса хавхалантарассине те пурнăçа кĕртме шутлать-ха.

 - Чăваш Енре пурăнакан кашни çынна физкультурăпа тата спортпа туслаштарса сывлăхне çирĕплетессине йăлана кĕртме пулăшасси пирĕн пĕрлехи ĕç пулмалла. Çавăнпа та ку енĕпе асăннă тытăмра ĕç-хĕле мĕнле йĕркеленине тепĕр хут тишкерсе тухмалла, -  Спорт министерствин ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев. Регионта паян спорт объекчĕсем сахалах мар пулин те, вĕсенчен хăшĕ-пĕри ĕçне туллин йĕркелеменнине пĕлтерчĕ. Çавна май физкультурăпа спорт сооруженийĕсемпе тухăçлăрах усă курас тĕлĕшпе ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме сĕнчĕ.

- Эпир кирек хăçан та спорт çинчен сăмах пуçарнă чухне пысăк çитĕнÿсем, интереслĕ мероприятисем, пĕрремĕш вырăнсем, вĕçĕ-хĕррисĕр савăк кăмăл-туйăм çинчен шутлатпăр. Анчах та çакă кулленхи ĕçĕн çÿлти пайĕ çеç-ха, - малашне республикăра спорта аталантарассипе тумалли ĕçсене палăртнă май пĕлтерчĕ регион ертÿçи.

Эльвира Кузьмина.

 



13 августа 2020
09:52
Поделиться