Астăвăм медальне тивĕçнисем

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев августăн 10-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе тĕрлĕ çулсенче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, ăс-хакăлпа кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен тата патриотизмла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн, Чăваш Республики умĕнчи ытти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн «Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул» çитнине халалласа астăвăм медалĕсене тивĕçнисене палăртнă.

Вĕсен шутĕнче пирĕн ентешсем пулнине те асăнма кăмăллă. Çак хисепе ку хутĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Сергей Волков тивĕçнĕ. Çавăн пекех астăвăм медальне панисен йышĕнче «Сельхозтехника» обществăра чылай çул тĕп инженерта, генеральнăй директорта ĕçленĕ Кирилл Ефремов, нумай çул Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕнче, «Россельхозцентр» Чăваш Республикинчи управленийĕн Элĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшнă Вячеслав Иванов, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра тĕп инженерта сахал мар ĕçленĕ, «Самолет» ял хуçалăх предприятине ертсе пынă, каярахпа Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă Николай Иванов та пур. Çÿлерех асăннă хушупа Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакан, Свердлов ячĕллĕ ял хуçалăх предприятинче чылай çул агрономра тăрăшнă, асăннă хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă Иван Измайлов, Якунекассинче пурăнакан, «Звезда» хуçалăхра тĕп бухгалтерта виçĕ теçетке çул ытла ĕçленĕ Петр Кондратьев ветерансем те «Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул» çитнине халалланă медальсене тивĕçнине палăртнă.

 (Хамăр инф.)



20 августа 2020
09:59
Поделиться