Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чирлисене урока кĕртмĕç: шкулсем çĕнĕлле ĕçлеме пуçлаççĕ

Вунă кун çеç юлчĕ-ха çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти вĕренÿ учрежденийĕсенче шăнкăрав янăрасса, ачасене урока йыхравласса ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех вĕренекенсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Коронавирус эпидемине пула килте ларнăран, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче уроксем дистанцилле майпа иртнĕрен ачасем те, вĕрентекенсем те пĕр-пĕринсĕр хытах тунсăхланă. Анчах та чир-чĕр тĕлĕшпе паян та лăпланса лармалла мар-ха, ку енĕпе хăрушлăх чакманнине тухтăрсем те, эпидемиологсем те палăртаççĕ. Эппин, вĕренĕве йĕркеленĕ чухне те шкулсемпе ача сачĕсенче хăрушсăрлăх йĕркисене нимĕнрен мала хума тивет. Районти шкулсем çак тапхăрта ачасене йышăнма хатĕр-и? Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче мĕн çĕнни кĕтет шкулсене? Çак ыйтусем тавра калаçрăмăр та районти вĕренÿ, социаллă аталану, опекăпа попечительство, çамрăксен политикин, культурăпа спорт пайĕн начальникĕпе Петр ПАВЛОВПА. 

- Петр Петрович, кăçал пĕрремĕш класа миçе ача килĕ?

 - Сентябрĕн 1-мĕшĕнче кăçал пуçласа районта 158 ача шкул сукмакне такăрлатма пуçлаççĕ. Пĕтĕмпе 1640 вĕренекен парта хушшине ларать. Пирĕн паянхи тĕллев вара - çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшне пурин асĕнче те юлмалла йĕркелесси, савăк кăмăлпа хавхаланса черетлĕ старта тухасси. Тÿрех палăртам, районти шкулсем сентярĕн 1-мĕшĕнченех хăйсен ĕçне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса туллин, куçăмлă майпа йĕркелеме палăртаççĕ.  Çĕнĕ вĕренÿ çулне халалланă уяв линейкине класăн-класăн уçă сывлăшра ирттереççĕ.

- Вĕренÿ учрежденийĕсенче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланас тĕлĕшпе мĕн тăваççĕ?

- Паянхи куна шкулсемпе ача сачĕсенче сывлăша сиенсĕрлетекен оборудованисем, кĕлеткене лекмесĕр ÿт-пÿ температурине палăртакан термометрсем, çумалли тата дезинфекцилемелли хатĕрсем, антисептиксемпе хÿтĕленмелли япаласем туянассипе ĕç-пуç вĕçленсе пырать. Роспотребнадзор ыйтнипе килĕшÿллĕн кашни класа уйрăм вĕренÿ кабинечĕ çирĕплетсе параççĕ. Вĕрентекенсем уроксене ачасем патне хăйсем çÿреççĕ. Физика, хими, технологи, информатика, ятарлă оборудованисĕр занятисене ирттерме май çук уроксене çеç уйрăм классене çÿрĕç вĕренекенсем. Ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнассине сахаллатас тĕлĕшпе уроксемпе тăхтавсен уйрăм расписанине хатĕрлеççĕ.

Тепĕр саманта та асăнса хăвармалла, районти мĕнпур вĕренÿ организацине килекен ачасемпе педагогсен, ытти çынсен кĕлетке температурине виçессине те йĕркелетпĕр. Вĕренекенсене автобус çине ларнă чухне, шкула çитсен ÿт-пÿ температурине виçеççĕ. Енчен те вĕренекенĕн, педагогăн кĕлетке температури 37,1 градуспа танлашать пулсан ăна шкула кĕртмеççĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

 Çакна та асăнса хăвармалла, хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсем те çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен хăйсен ĕçне пуçлаççĕ. Паллах, вĕренекенсене кружоксене явăçтарнă чухне Роспотребнадзор палăртнă санитари нормисене çирĕп пăхăнаççĕ. 

- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен кĕçĕн классене вĕри апат çитерессипе çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрессине пĕлтернĕччĕ. Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче çĕнĕлĕхе йышăнма хатĕр-и?

- Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен, чăнах та, «Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен» Федераци саккунĕн 37-мĕш статйине тÿрлетÿсем кĕртни ĕçлеме пуçлать. Ку тÿрлетÿсем кĕçĕн классене, 1-4-мĕш классенче пĕлÿ илекенсене, пĕр хутран кая мар  тÿлевсĕр вĕри апат çитерессипе çыхăннă. Тÿлевсĕр вĕри апат шутне кунта вĕри апат тата кирек епле те пулсан сĕткен, чей, сок тата ытти кĕрет. Пĕчĕккисене тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерме кирлĕ условисем туса парассипе вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Çак тĕлĕшпе шкулсен столовăйĕсенче тата апатлану блокĕсенче пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ, тутлă та техĕмлĕ апат хатĕрлеме çĕнĕ йышши оборудовани килме пуçланă.

- Петр Петрович, ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне мĕнле апат çитернипе паллашма пултарать-и?

- Паллах. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ вĕренÿ учрежденийĕсене пулăшма Роспотребнадзор ятарлă методика сĕнĕвĕсене хатĕрленĕ. Кусем - «Ачасен апатланăвне мĕнле йĕркеленине пăхмалли ашшĕ-амăшĕн (общество) тĕрĕслевĕн йĕрки» тата «Вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркелемелли сĕнÿсем». Çак документсенче ĕнтĕ санитари нормисемпе йĕркисене тĕпе хурса вĕренекенсен апатланăвне мĕнле йĕркелемеллине уçăмлăн палăртнă та. Вĕсем шкул администрацине кĕçĕн классене 100 проценчĕпех вĕри апатпа тивĕçтерессине мĕнле пурнăçа кĕртессипе методика сĕнĕвĕ параççĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

- Кунсăр пуçне кăçалхи вĕренÿ çулĕнче мĕн çĕнни кĕтет вĕрентекенсене?

- Кăçалтан класс ертÿçисем уйăхсерен 5 пин тенкĕ хушма тÿлев илме пуçлаççĕ. Çак çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрессине январь уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухнă чухнех пĕлтернĕччĕ. Асăннă тÿлеве вара класс ертÿçисене халĕ вĕсем илекен регионти тÿлевсем çумне хушса параççĕ. «Класс ертÿçи ачасене ытти вĕрентекенсенчен темĕн чухлĕ çывăхрах. Кулленхи çакăн йышши ĕç вара вĕсене çирĕп пĕлÿ илме пулăшассипе те, воспитани парассипе те çыхăннă. Çакă пысăк яваплăх пулнипе пĕрлех наставниксене хатĕрлессипе те, вĕсене хавхалантарассипе те çыхăннă», - палăртнăччĕ çĕршыв ертÿçи.

- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарнă май чылай ашшĕ-амăшне тепĕр ыйту та канăç памасть. Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене шкул ачисем мĕнле çырасси шиклентерет.

 - Ашшĕ-амăшĕпе калаçнă май  вĕсене тĕрĕслев ĕçĕсене япăхрах çырма пултарасси шиклентерет. Пĕри çакна каникулта вĕренÿри хăш-пĕр самантсем манăçнипе сăлтавлать пулсан, теприсем виçĕ уйăха яхăн дистанцилле майпа вĕрентни те кăтартусем çине витĕм кÿме пултарнине пĕлтерет. Ку чухне ашшĕ-амăшне лăплантарса çакна калатăп. Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсен кăтартăвĕсем шкул ачисен пĕтĕмлетÿ паллисем çине нимĕнле те витĕм кÿмеççĕ. Тĕрĕслев ĕçĕсене 5-8-мĕш классем сентябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 12-мĕшĕччен иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи темăсемпе çыраççĕ. Çак процедура вара шăп та шай вĕренекенсен пĕлÿ шайне, вăл е ку программăна мĕнле алла илнине палăртма май парать, малашне вĕренÿ процесне мĕнле йĕркелемеллине кăтартать. Çавăнпа та çак тĕрĕслев ĕçĕсенче ачасен хуравне кура паллăсене тивĕçлипе лартни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

-  Шкулта вĕрентекенсĕр май çук-ха. Районти вĕренÿ тытăмĕнче кадрсем енĕпе ыйту çивĕч мар-и?

- Республикăри чылай шкулти пекех районти вĕренÿ учрежденийĕсенче те вĕрентекенсем дефицит пулнине пытармастăп. Паянхи куна Питĕшкассинчи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен пĕр учитель кирлĕ. Тавăтра акăлчан чĕлхине алла илме пулăшакан пĕр вĕрентекене шкулти пĕтĕм класпа уроксем ирттерме çăмăлах мар, çавăнпа та тепĕр вĕрентекен кирлех асăннă шкулта. Мăн Ямашри шкулта вырăс чĕлхи учительне ĕçе илме хатĕр. Чăваш Сурăмĕнче тепĕр математик çитмест, Карачурара физик кирлĕ. Элĕкри «Хĕвел» ача садĕнче вара музыка ертÿçине иккĕмĕш çул шыратпăр ĕнтĕ. Çавăн пекех шкулсем çумĕнче ачасен калаçу чĕлхине тивĕçлипе йĕркелеме пулăшакан дефектологсемпе логопедсем пулсан та питĕ аванччĕ те. Хальлĕхе ку ыйтăва специалистсем çукран ниепле те тивĕçлипе татса пама май килмерĕ.

- Вĕрентекенсене пăшăрхантаракан ыйтусем сахалах мар-ха. Вĕсенчен чылайăшне çулсеренех Августри канашлура тишкерсе тухаттăр. Кăçал асăннă мероприятие ирттерме палăртнă-и?

- Паллах, унсăрăн мĕнле. Анчах та ытти çулсенчи пек пурте пĕрле пухăнса мар. Çĕршывра коронавирус пандемийи хуçаланнине кура хăрушсăрлăх йĕркисене тĕпе хурса августăн 27-мĕшĕнче кашни шкул уйрăммăн йĕркелет ăна. Шкул коллективĕ манăн пĕтĕмлетÿ докладне тишкерсе тухать. Иртнĕ çулхи вĕренĕве пĕтĕмлетсе çитменлĕхсене, вĕсене пĕтермелли çул-йĕре палăртать. Лайăх енсене практикăра мĕнле усă курмаллине тишкерет.

 Эльвира КУЗЬМИНА калаçнă.



21 августа 2020
14:43
Поделиться