Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Коронавирусран тест илеççĕ

Республикăри район больницисенче кăмăл пуррисем коронавирус чирĕ пуррипе çуккине палăртма пулăшакан анализсем пама пултараççĕ. Ку ĕçе Элĕкри тĕп больницăра та йĕркеленĕ. Асăннă медицина учрежденийĕн тĕп врачĕ Валерий Егоров пĕлтернĕ тăрăх, анализсене кашни ытларикунпа кĕçнерникун 9-12 сехетсенче илеççĕ. Ку чухне асăннă тĕрĕслев витĕр тухас тĕллевлисен больницăн регистратуринче çырăнмалла. Тÿрех пĕлтерем, чир пуррипе çуккине палăртакан тест тÿлевлĕ, 1220 тенкĕ ытларах.

Коронавирус чирĕн паллисем пуррисем тата чирлĕ çынпа хутшăнура пулнисем вара унчченхиллех тухтăр çырса панипе тÿлевсĕрех çак анализа параççĕ.

 Валерий Геннадьевич каланă тăрăх, çитес эрнерен район больници хăйĕн ĕçне туллин йĕркелет.  Маларах çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн çынсен сывлăх шайне палăртассипе диспансеризаци, профилактика медицина тĕрĕслевĕсем ирттереççĕ. Августăн 24-мĕшĕнчен пуçласа районти сиплев учрежденине Шупашкартан маммограф килет. Сентябрь уйăхĕнчен вара Шупашкарти куçса çÿрекен флюрограф Элĕк районĕнчи ялсене çитет. Килтен тухса çÿрейменнисен, аслă ÿсĕмрисен сывлăхне тĕрĕслеме майсем пулаççĕ. Çавăн пекех тĕп больница çумĕнчи куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕ те хăйĕн ĕçне çĕнĕрен йĕркелет. Унпа усă курса тухтăрсем графикпа килĕшÿллĕн ялсене çитеççĕ.

 Э.ЭЛИНА.



21 августа 2020
14:43
Поделиться