Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкултанах пысăк спорта хатĕрлемелле

Ноябрь уйăхĕнче Элĕк салинчи ишев бассейнне хута ярасси, çитĕнекен ăрăва шкул сакки çинче ларнă чухнех пысăк спорта хатĕрлесси, ку чухне аслă ÿсĕмрисене те çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерме пулăшасси çинчен сăмах хускатрĕç те Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министрĕ  Василий Петров Элĕке килсен.

Чи малтанах ведомство ертÿçипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексадр Куликов «Спорт - пурнăç норми» наци проекчĕпе çĕкленекен бассейна тăвассипе ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕç. Строительсем пĕлтернĕ тăрăх, графикпа ĕлкĕрсе пыраççĕ-ха вĕсем. Ара, унсăр пулма та пултараймасть-çке. Асăннă объекта вăхăтра хута ярассишĕн «Старатель» строительство компанийĕ» тулли мар яваплă общество тăрăшать-çке. Унăн генеральнăй директорĕ вара пирĕн ентеш, Мăн Шĕвĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Владимиров. Çитменнине тата объектра ĕçлекенсем хушшинче Чăваш Сурăм тăрăхĕнче пурăнакан строительсем те йышлă.

Хастаррисене укçан пулăшĕç

Ун хыççăн тĕлпулу «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче иртрĕ-ха. Василий Владимировичпа Александр Николаевич спорт шкулĕнче ĕçлекен тренерсемпе тата республикăри Олимп резервĕсене хатĕрлекен спорт шкулĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕç.

 Калаçу пуçламăшĕнчех ведомство ертÿçи иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев аслăрах ÿсĕмрисене спорт шкулĕсенче тÿлевсĕрех сывлăха çирĕплетме майсем туса памалли Хушăва алă пусни çинчен каларĕ. Тивĕçлĕ канурисем те ытти ÿсĕмрисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмалла маррине пĕлтерчĕ, çавна май спорт учрежденийĕн ĕçне хăш-пĕр улшăнусем кĕртсе аслăраххисене валли ятарлă программа, график йĕркелеме сĕнчĕ.

- Çак тĕл пулăвăн тĕп тĕллевĕ - физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе çыхăнса ĕçлессипе муниципалитет районĕсемпе хула округĕсем хушшинче килĕшÿ çырасси. Кунпа килĕшÿллĕн çак енĕпе уйрăмах хастар ĕçлекен районсене регионтан та, федераци шайĕнчен те хушма укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Анчах та тÿрех çакна калатăп, ку ĕç хут çинче çеç пулмалла мар-ха, унпа чăннипех те ĕçлемелле, - çийĕнчех асăрхаттарчĕ  Василий Петров министр.

Ку чухне вăл е ку районта мĕнле спорт тĕсĕ ытларах аталаннине кура республика шайĕнчен пулăшу парĕç. Çавăн пекех ытти спорт тĕсĕсене аталанма мĕн чарнине палăртса, вĕсемпе те çамрăк ăрăва кăсăклантарма тăрăшĕç. Çак тĕллевпе республикăри спорт шкулĕсене районсенчи спорт шкулĕсем çумне çирĕплетеççĕ. Вĕсем вара методика пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç. Çакна туллин ĕçлеттерсе ярассипе республикăра йĕркеленнĕ «Спорт енĕпе хатĕрлекен центр» пулăшу парĕ. Пĕр сăмахпа каласан, республикăри мĕнпур спорт шкулне пĕр тĕвве çыхĕ. Çакă пултаруллă ачасене тупса палăртса регионăн, çĕршывăн спорт резервне хатĕрлеме пулăшĕ. Аталану енĕпе тивĕçлĕ пулăшу илсе  спортра пысăк çитĕнÿсем тума пултарччăр. Çакă министерствăпа шкулсен пĕрлехи тĕп тĕллевĕ шутланать те. Кунпа пĕрлех министр районта массăллă спорта аталантарасси çине те алă сулмалла маррине пĕлтерчĕ.

 Юлашки икĕ çулта Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, каратепе туслашнă ачасем йышланнине палăртрĕ-ха Шупашкарти В.Н.Кочков ячĕллĕ Олимп резервĕсене хатĕрлекен спорт шкулĕн представителĕ. Хальлĕхе спортăн асăннă тĕсĕпе интересленекен ачасем пысăк çитĕнÿсемех туман пулин те шанăç пуррине пĕлтерчĕ вăл. Вячеслав Угасин тренера методика пулăшăвĕ панипе пĕрлех, тĕрлĕ ăмăртăва явăçтарса ачасен ăсталăхне ÿстерме пулăшма шантарчĕç.

Çăмăл атлетсене те, футболистсене те хатĕрлĕç

 Валентина Егорова ячĕпе хисепленсе тăракан спорт шкулĕн директорĕ Сергей Егоров хамăр ентешех. Çавна май Элĕксемпе çирĕп çыхăну йĕркеленине, тренерсемпе хутшăнса ĕçленине, малалла та çыхăну çухатмассине палăртрĕ.  Çăмăл атлетика тата унăн тепĕр тĕсĕпе, хăвăрт утассипе, Элĕкрен тухнă унчченхи ÿсĕмри спортсменсем тахçанах тĕнче шайĕнче палăрнă. Спортăн çак тĕсĕпе туслашнисем паянхи çамрăксем хушшинче те пур иккен. Çакна Елена Николаева ячĕпе хисепленекен олимп резервĕсене хатĕрлекен спорт шкулĕн директорĕ Алина Иванова та çирĕплетсех каларĕ.

- Асăнмасăр иртейместĕп, ку енĕпе халĕ те Элĕкре Виктор Семенов тренерăн тÿпи пысăк. Районти спорт шкулĕ хăвăрт утассипе йĕркелекен ăмăртусене Элĕксем çеç мар, республикăран та, унăн тулашĕнчен те килеççĕ. Çулталăкăн кашни тапхăрĕнчех иртеççĕ вĕсем. Çулсеренех Элĕкрен пирĕн спорт шкулне вĕренме кĕрекенсем пулнине те палăртма кăмăллă. Сăмахран, Дмитрий Матвеев, Евгений Федоров ырăпа палăраççĕ. Женя Раççей Первенствине хутшăнать. Нумаях пулмасть Элĕксемпе лару-тăрăва тишкернĕ май, кунтан тухнă спорт мастерĕсем хушшинче арçынсем ытларах пулнине, этемлĕхĕн черчен пайĕ çуккине палăртнăччĕ. 2019 çулхи декабрь уйăхĕнче Кристина Иванова спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçларĕ, кăçалхи январь уйăхĕнче пĕтĕм тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăчĕ, - пĕлтерчĕ Алина Петровна.

 Бокс енĕпе те республикăра палăраççĕ Элĕксем. Тĕрлĕ шайри турнирсем ирттерсе çамрăк боксерсен ăсталăхне ÿстерме пулăшаççĕ. Районта футболистсен ăрăвĕ çитĕнес шанчăк пуррине те пытармарĕç. Спортăн çак тĕсĕпе интересленекен ачасене вара республикăри Вячеслав Краснов ячĕллĕ Олимп резервĕсене хатĕрлекен спорт шкулĕ хăйĕн хÿттине илме пулнине пĕлтерчĕ. Хăйсем патĕнче тренировкăсене явăçтарассине пĕлтерчĕ, мечĕксем, спорт тумĕ парса пулăшма та майсем пуррине каларĕ çÿлерех асăннă спорт шкулĕн представителĕ. Ĕçе пĕрле йĕркелени ĕнтĕ çитĕнекен ăрăва пысăк спорта илсе çитерме тивĕç те.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ĕçлĕ тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май «Хĕлхем» спорт шкулĕнчи лапама хăтлăх кĕртессине пĕлтерчĕ. Унта футбол уйне йĕркелессине, ку енĕпе министерство пулăшăвĕсĕр май çуккине палăртрĕ.

Ведомство ертÿçи вара пулăшу пама хирĕç маррине каларĕ. Элĕксем физкультурăпа спорт комплексĕпе 2019 çулта туллин усă курнине тепĕр самант та çирĕплетрĕ. Василий Петров министр «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне Валерий Сергеева шăп та шай çакăншăн республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă ятпа дипломпа чысларĕ.

 Эльвира КУЗЬМИНА.



21 августа 2020
14:42
Поделиться