Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кооператорсем ял çыннин шанчăкне тÿрре кăларнă

Коронавирус пандемийи вăхăтĕнче районти потребительсен обществи çине  ытти чухнехинчен те пысăкрах яваплăх тиенчĕ. Çынсене килтен тухса çÿреме чарнă тапхăртан пуçласа паянхи кунчченех райпо лаввкисем ял çыннисемпе çирĕп çыхăнура пулчĕç. Мобильлĕ суту-илÿ йĕркелесе ку тĕлĕшпе пĕр яла та тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Çакна ĕнер Элĕк райповĕ 2020 çулхи пĕррремĕш çурçуллăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме хутшăннă ларура та палăртрĕç. Ытти чухне кун йышши мероприятисене пысăк йышпа ирттернĕ пулсан, ку хутĕнче хăрушсăрлăх йĕркисене тĕпе хурса пурне те пухман. Лару ĕçне Элĕк райпо Канашĕн председателĕ Юрий Харитонов ертсе пычĕ, унăн ĕçне район пуçлăхĕ Эдикт Волков тата Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Ирина Яшмолкина хутшăнчĕç.

 - Çынсен ыйтăвне туллин пурнăçлама пултарнăран коронавирус тапхăрĕнче апат-çимĕç, строительство, пахчара ĕçлемелли таварсене сутасси темиçе хут та ÿсрĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан паян та тавар çаврăнăшĕ ÿссе пыни сисĕнет. Кунта вара куллен çынсене кирлĕ таварпа тивĕçтерекен сутуçăсен те, обществăлла апатлану, хатĕрлев енĕпе ĕçлекенсен те тÿпи пысăк. Çÿлерех асăннă тапхăрта ĕçе çĕнĕлле, дистанцилле майпа йĕркелесе çынсен ыйтăвне тивĕçтерме пултарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тапхăрта ял çыннин шанчăкне тÿрре кăларнăшăн, суту-илÿ ĕçне пĕр чăрмавсăрах йĕркеленĕшĕн пурне те тав, - палăртрĕ Ирина Юрьевна.

Элĕк кооператорĕсем вара пурнăçри кирек епле самантра та ял çыннисемпе юнашарах пулнине тепĕр пулăм çирĕплетет. Потребительсен обществин 2019 çулхи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Раççей шайĕнче, 2300 райпо хушшинче, пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе Элĕксем виççĕмĕш вырăна тухнă. Чăвашпотребсоюз хушшинче вара 2-мĕш вырăнта пулнă. 2020 çулхи пĕрремĕш тата иккĕмĕш кварталти экономика кăтартăвĕсемпе те Элĕксем чи лайăххисен йышĕнче. Ĕç тухăçлăхне ÿстерсе пынипе, хатĕрлев ĕçĕпе, йăлари пулăшусемпе тивĕçтерессине аталантарнипе, обществăлла апатланăва йĕркеленипе Элĕксем пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсенче. Экономика ăмăртăвĕн пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлĕпе те кăçал та иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.   

Çавăн пекех 2019 çулта ĕç кăтартăвĕсене кура палăрнисем те хисепе тивĕçрĕç. Элĕк салинчи хуçалăх таварĕсен лавккин заведующийĕнче тăрăшакан Валентина Озеровăна «РФ Потребительсен кооперацийĕн хисеплĕ ĕçченĕ» Хисеп палли, Кĕçĕн Тăван лавккин заведующине Светлана Петровăна «РФ Потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ» Хисеп паллине парса чыс турĕç. Çамрăксем те яланах хисепре кооператорсен йышĕнче. Коллективри хастар Виктория Логинова «РФ çамрăк лидерĕ» паллăна тивĕçрĕ. Тавăтри лавкка заведующине Татьяна Куликовăна вара РФ Центросоюзĕн Президиумĕн Хисеп хутне пачĕç. Çавăн пекех кооператорсенчен чылайăшĕ Чăвашпотребсоюзăн Хисеп тата Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

 Э.ЭЛИНА. 

 



02 сентября 2020
11:05
Поделиться