Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вулавăшсем аталану çул-йĕрĕпе пыраççĕ

Ĕнер Элĕк районне Чăваш Республикинчи Культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Елена Чернова килсе çитрĕ. Ăна Элĕкри культура çуртĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тата район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова кĕтсе илчĕç.

Кăçал Элĕкри тĕп библиотекăна палăрмаллах çĕнĕ сăн кĕчĕ. Ача-пăча библиотеки те пысăк юсав ĕçĕсем хыççăн палламалла мар улшăнчĕ. Çавна май Культура министрĕн çумĕ унти çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕ.

Чăннипех те ача-пăча вулавăшĕнче йăлтах вĕр çĕнĕ, пÿлĕмсемпе вулав залĕ те, оборудовани те. Районти тĕп библиотека директорĕ Раиса Гордеева курма килнисене кăçал туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланнине палăртрĕ. Вулав залĕнче чăвашла тăхăннă ачасен пĕр пĕчĕк ушкăнне курсан кăмăл пушшех те çĕкленчĕ курма килнисен. Елена Геннадьевна вулавăшра сталлажсене вырăсла та, чăвашла та йĕркелени питĕ аван пулнине пĕлтерчĕ. Чăвашла сăвă каласа паракан ачасене те мухтарĕ. Пĕчĕкскерсем вара килнĕ хăнасен кăмăлĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшрĕç.

Унтан тĕлпулу культура çурчĕн курав залне куçрĕ. Кунта районти мĕнпур культура ĕçченĕ пухăннă.

Елена Чернова малтанах Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе  паллаштарчĕ. Кăçалхи çул регион шайĕнче пурнăçланă тĕллевсене асăнчĕ. Культура ĕçĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăма тăрăшрĕ.

Тĕлпулу вĕçĕнче ведомство ертÿçи Элĕкри культура çуртĕнчи информаципе методика пайĕн заведующине Алина Судмана Чăваш  Республикин Культура министерствин Тав хучĕпе чысларĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.   



02 сентября 2020
11:06
Поделиться